Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КЛУБСĂР ТА ЮРЛАМА МАНМАН-ХА

10 çул клубсăр пурăннă Раккасси декабрӗн 28-мӗшӗнче Культура çуртне уçрӗ. Хăйӗн кун-çулне вăл харăсах икӗ мероприятипе тата çӗнӗ ансамбльпе пуçларӗ.

Пăва районӗнчи Раккасси клубӗн çурчӗ юхăннипе 10 çула яхăн хупă тăнă хыççăн декабрӗн 28-мӗшӗнче çӗнӗрен уçăлчӗ. Клуб валли унчченхи шкул çуртне панă иккен. Клубăн ертӳçи Наталья Ракова пӗлтернӗ тăрăх, ял халăхӗ çак хыпара савăнса йышăннă, мӗншӗн тесен кашни ял пухăвӗнчех тăратнă ыйтăва тинех тивӗçтернӗ вӗт. Çапла кунти чăвашсем çанна тавăрса шкултан клуб тума тытăннă: сцена лартнă, музей уçнă тата ялти пӗрремӗш фольклор ушкăнне «Шурă хурăн» йӗркеленӗ – йăлтах пӗр уйăхра.

Раккассисен уйрăмлăхне те палăртса хăвармалла, вӗсем ялтан тухнă паллă çынсене çав тери хисеплеççӗ, манмаççӗ.  Ансамбль ятне те акă пӗр ахальтен «Шурă хурăн» паман иккен. Ăна шкулта нумай çул учительте, директорта тăрăшнă  Л.Алексеевнăна (шăпах вăл шкул умне хурăн йывăççисем ларттарнă пулнă) халалланă. Репертуарта вара шупашкарсен мар, ентешӗн Валентин Урташăн тата Тăхăрьял юррисем. Çӗнӗ ансамбль  клуба уçнă кун пуçласа пӗрремӗш хут сцена çине тухрӗ пулин те халăх кăмăлне каймалла шăрантарчӗ. Тӳрех курăнать, ансамблӗн малашлăхӗ пур.

Паллах, клуб уçасси вăл кашни кун пулакан япала мар, кун пек чух хăнасемсӗр ниепле те май çук. Раккассисене саламлама район Ӗçтăвком ертӳçи Р.Камартдинов, культура пайӗн пуçлăхӗ Р.Гимранов, Пăва районӗн ЧНКЦ пайташӗсем, Тăхăрьял çыравçисемпе таврапӗлӳçисем, Шуршу, Элшел тата  Чăваш Киштекӗнчи культура ӗçченӗсем килчӗç. Пурте вӗсем Культура çуртне, çӗнӗ ансамбле вăрăм  ӗмӗр, ăнăçу сунчӗç.

 Чаплă мешехене çак ялта çуралса ӳснӗ паллă журналистăн, çыравçăн Анатолий  Тимофеевăн 80 çулхи юбилейӗ тата илемлӗрех турӗ.  Анатолий Артемьевич хăйӗн çавра çулне ноябрь уйăхӗнчех паллă тунă-ха, анчах  тăван ялӗсемпе те пӗрле уявлама шутланă. Çапла çӗнелнӗ Культура çурчӗ хăйӗн кун-çулне харăсах икӗ мероприятипе пуçларӗ. Эппин, унăн ӗмӗрӗ вăрăм та тухăçлă пултăр. Раккасси клубне уçнă çӗртен репортажпа «Сувар» хаçатăн 2019 çулхи 1-мӗш номерӗнче паллашăр. ( Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана