Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КОЛХОЗ САДИКӖНЧЕ ӖÇЛЕНИН ПЕНСИЙӖ ТЕ ӲСЕТ

1992 çулхи январӗн 1-мӗшӗччен Раççей Федерацийӗн е РСФСР территорийӗнче колхозра, совхозра машинапа трактор станцийӗсенче, хресченпе фермер хуçалăхӗнче ӗçлени (мӗнле должноçра ӗçлени шута кӗмест) льгота стажне кӗрет. Çав шутра колхоз ведомствине кӗрекен ача садӗнче ӗçлени те. Урăхла каласан, колхоз садикӗнче ӗçленӗ воспитательсен пенсине те 25 процента ӳстереççӗ, колхозри парткомра секретарь должноçӗнче ӗçленинне те.

Çӗнӗ çултан пуçласа ял хуçалăх отраслӗнче 30 çул ӗçленисен пенсин çирӗплетнӗ пайне 25 процента ӳстерни пирки массăлла хыпар хатӗрсенче информаци пӗрре мар пулчӗ. Анчах пурпӗрех Пенси Фондне республикăра пурăнакансенчен нумай ыйту килет иккен. Вӗсене татса парас тӗллевпе РФ Пенси фончӗн Тутарстанри уйрăмӗн специалисчӗсем журналистсемпе декабрӗн 17-мӗшӗнче тепӗр хут тӗл пулчӗç, пресс-конференци «Татар-информра» иртрӗ. Ку хутӗнче пирӗнпе Пенси палăртассипе шутлассин йӗркелӳ уйрăмӗн пуçлăхӗ Светлана Гайдук тӗлпулчӗ.

Ун сăмахӗсемпе, Пенси фончӗ ӳстернӗ пенсисене Çӗнӗ çултан тӳлеме хатӗр. Тепӗр хут аса илтеретпӗр, ял хуçалăх отаслӗнче выльăх-чӗрлӗх, ӳсен-тăран ӳстернӗ çӗрте 30 çултан сахал мар ӗçленисене, паян кунччен ялта пурăнакансене тата ӗçлеме пăрахнисене параççӗ. Хушма тӳлев вăтамран 1300 тенкӗпе танлашать, 3-мӗш ушкăнри инвалидсен вăл 669 тенке ӳсет (пенси çулне çитменнисен).

Мӗн кӗрет-ха 30 çул стажа? Правительство постановленийӗ тăрăх, мӗнпур тапхăрти пур ӗç те унта кӗмест. 1992 çулхи январӗн 1-мӗшӗччен Раççей Федерацийӗн е РСФСР  территорийӗнче колхозра, совхозра машинапа трактор станцийӗсенче, хресченпе фермер хуçалăхӗнче ӗçлени (мӗнле должноçра ӗçлени шута кӗмест) льгота стажне кӗрет. Çав шутра колхоз ведомствине кӗрекен ача садӗнче ӗçлени те. Урăхла каласан, колхоз садикӗнче ӗçленӗ воспитательсен пенсине те 25 процента ӳстереççӗ, колхозри парткомра секретарь должноçӗнче ӗçленинне те. 1992 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа списока кӗнӗ должноçсене çирӗп пăхăнса пенсисене ӳстереççӗ. Унта ял хуçалăх отрасльне тивӗçтерекен ӗçсене кăна шута илнӗ. Тӗслӗхрен, агрономсем, мелиораторсем, тӗрлӗ ӗçе çӳрекенсем (разнорабочие), ял хуçалăх продукцийӗпе çыхăннă мастерскойсен ӗçлекенӗсем.

  • Хамăршăн нумай çӗнӗ професси уçрăмăр: звероводсем, норководсем, сăмахран. Ку ӗçе эпир икӗ çул каяллах пуçларăмăр. Чи йывăрри – ял хуçалăхӗнче ӗçленисенчен кама-тăр асăнмасăр манса хăварасси тата ытлашшине кӗртесси. Çавах йăнăшсем пулмӗç тетӗп, мӗншӗн тесен Пенси органӗсенчи контроль питӗ çивӗч, нумай тапхăрлă, – терӗ Светлана Гайдук.

Ӗç стажне декрет отпускӗ кӗнине те палăртса хăвармалла.

Паяна Тутарстанри Пенси фондӗнче 300 пин пенси ӗçне тӗрӗсленӗ. Пӗтӗмпе республикăра 1 миллион ытла пенсионер. Çапла вара ял хуçалăх отраслӗнче 30 çулран сахал мар ӗçленисен шучӗ 52 пинпе танлашнине палăртнă. Çак шутран 3 пине яхăнӗ ӗçлеме пăрахман, çапла 50 пине яхăн пенсионер 2019 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа пысăкрах пенси илме пуçлӗ. Енчен те ӗçлекен пенсионер тивӗçлӗ канăва тухcан, унăн пенсине те çитес уйăхран 25 процента ӳстереççӗ.

Енчен те пенсионер 30 çул ял хуçалăхӗнче ӗçленӗ хыççăн каярах хулана пурăнма куçса килнӗ-тӗк, ăна хушма тӳлев парăнмасть. Кунта виçӗ услови те пӗр харăс ӗçлемелле: ӗç стажӗ ял хуçалăхӗнче 30 çул пулмалла, пенсионер ялта пурăнмалла, ӗçлемелле мар. Енчен те хулана куçса килнӗ çын пропискăра ялтах тăрать пулсан, унăн пенсине ӳстереççӗ. Прописка хулара пулсан, анчах пурăнма çын ялтах пурăнать пулсан, ăна та пенси çумне хушса парӗç. Кун валли унăн хăй ялта пурăннине çирӗплетме вырăнти пенси уйрăмне пырса заявлени çырса памалла. Урăхла каласан, хăй ялта пурăннине çирӗплетмелле. Светлана Гайдук сăмахӗсемпе, закон кунта миграци учетӗнче регистрациленме çирӗп ыйтмасть. Ахăртнех кун хыççăн ялта ват çынсен шучӗ ӳсме тытăзнать, хулара пурăнакансем ялсене таврăнма пуçлӗç. Ялта çамрăксене тытса юлаймасан, хуть пенсионерсене çухатар мар тенӗ ахăр патшалăх.

Каласа хăвармалла, тӳлев индексациленсех тăрӗ. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: пенсионная реформа