Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Командăри атьсем лайăх, пӗр-пӗрне эпир çур сăмахран ăнланатпăр...

Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин кунӗн пӗлтерӗшӗ юлашки çулсенче çӗнелсе çивӗчленчӗ. Тăнăç та мирлӗ пурнăç хăйпе хăй йӗркеленсе пынăн туйăнатчӗ пире СВОччен, кулленхи кунсен лăпкăлăхне хӳтӗлекенсем çинчен уявра аса илнисӗр пуçне тӗрӗссипе пит шутласа та кайман. Паян вара мирлӗ пурнăçшăн кама тав тумаллине пит аван ăнланатпăр.

Вӗсем пуррипе эпир хăнăхнă йӗркепех пурăнатпăр: ӗçлетпӗр, уявлатпăр, тав Турра, ачасене шкула ăсататпăр тата ытти те.


Паян нумайăшӗн мăшăрӗ, ывăлӗ, пиччӗш-шăллӗ е çывăх тăванӗ çӗршыва хӳтӗлеме ятарлă çар операцине хутшăннă. Пирӗн мӗнпур ӗмӗт те вӗсене ырă та сывă киле таврăнтарасси, çӗнтерӳпе кӗтсе илесси. 


Сергей, позывнойпа Колпак, ятарлă çар операцийӗнче пуçланнăранпах. Раççей çарӗсенче контрактпа 2015 çулхи апрель уйăхӗнчен пуçласа тăрать. Сергей шăпах Украинăна пӗрремӗш кӗнӗ Ульяновскри 31-мӗш десантпа штурм батальонӗн шутӗнче кайнă. 


Унпа эпир телефонпа çыхăнса калаçрăмăр. Паллах, ку куçа-куçăн ларса калаçни мар та, çапах сассине илтни те хавхалантарать. 


Сергей ятарлă çар операцине кайнине ашшӗ-амăшне, мăшăрне пӗлтермен, пăшăрхантарас темен. Хăй каланă тăрăх, çак хыпара вӗсем телевизорпа хыпар кăларăмне пăхнă хыççăн пӗлнӗ. Пӗрремӗш хут тăванӗсемпе çыхăнăва мартăн 8-мӗшӗнче тухнă. Паллах, амăшӗпе мăшăрӗшӗн, ачисемшӗн ку чи пысăк парне пулнă уяв кун. Унăн амăшӗпе Галина Александровнăпа та калаçса илнӗччӗ маларах. «Эсӗ çӗршыв ертӳçисене, çапла çаврăнса тухнă лару-тăрăва вăрçатăн пулӗ ӗнтӗ, вӗсене пула атьсем хăрушлăха кӗрсе ӳкрӗç», — тесе ыйтсан салтак амăшӗ: «Ман ывăлсем — арçынсем, иккӗшӗ те çарта тăраççӗ... Путин е урăххи пулатчӗ-и çӗршыв ертӳçи — ку пӗлтерӗшлех те мар. Вӗсем пурпӗрех çар çынни пулма суйласа илетчӗç. Ку вӗсен суйлавӗ... Манăн вара кӗлтăвасси кăна юлать ывăлсемшӗн...» — терӗ вăл, мӗнлерех туйăмсем çаврăнчӗç-ши чунӗнче, ăна каласа пӗлтерме кирлӗ сăмах тупма йывăр. Çапах мӗн чухлӗ вăй салтак амăшӗн сăмахӗсенче, аннен чун çирӗплӗхӗ, ӗненӗвӗ... 


Кӗçӗн сержант сăмахӗпе, СВО пуçланасси пирки вӗсене никам та маларах пӗлтерсе хуман пулин те çапах хăйсене Украинăна илсе каяссине сиснӗ. Сергей унта автомобильсен ушкăнӗпе водитель пек çитнӗ. 


Атьсем хушшинче Колпак ятпа çӳрекенскер пит нумай калаçаканни мар, мухтанма юратмасть, питӗ сăпай тыткалать хăйне. Гостомельшӗн Хăюлăх медалӗпе наградăланине те пӗр-ик сăмахпа кăна каласа хăварчӗ. Хăйне пур енчен те тивӗçлӗ кăтартнăскере нумай пулмасть уйрăм командирӗн должноçне сӗннӗ. «Командăри атьсем лайăх, пӗр-пӗрне эпир çур сăмахран ăнланатпăр», — терӗ кӗскен. Взводра хăйсӗр пуçне урăх чăваш çук. «Гостомельте чухне мана çыхăну çине лартасшăнччӗ. Пуçлăх чӗнсе илчӗ те тăван чӗлхепе вуннă таран шутлама ыйтрӗ. „Вçо, кӗт апла, çыхăнăва лартма пултаратпăр леш енче те чăваш тупăнсан“, — терӗ. Чăваш тупăнманнипе хам взвода таврăнтăм». 


Сергей каласа панă тăрăх, взвод йышӗ улшăнсах тăрать. Малтанласа çамрăксем нумайрахчӗ тет, халь аслăраххисем ытларах. «Тӗрли пур кунта, ятарлă çар операцийӗн малтанхи кунӗсенче хăраса пăлханса каятчӗç, таратчӗç, пытанатчӗç. Майпен хăнăхса пычӗç. Халь ман командованире ман атте çулӗсенчи çынсем, мужиксем... Йăлт ăнланаççӗ... Çын теме те хăнăхать, эпир те пенине те, снаряд çурăлнине те хăнăхса çитрӗмӗр, тарса пытанмастăн, ăнланса мӗн кирлине тăватăн».


Мобилизаци пуçлансан çӗршывран пăрахса тухса каякансем, ăна хирӗççисем те пулчӗç. Мана Сергей вӗсем çинчен мӗн шутлани те интереслентерчӗ. «Çапах Аслă çӗршывăмăр патриотсемсӗр те мар. Вӗсем çавах ытларах, ниçта та кайса пӗтмерӗç, кунтах пурăнаççӗ. Пур çавсем — кунта ӗçлесе пурлăх тунă, ят илнӗ. Мобилизаци пуçлансан вара хăравçăлла тухса тарчӗç. Мӗнех, кайччăр, анчах каялла таврăнасси пирки ан та шутлаччăр», — терӗ çирӗппӗн кӗçӗн сержант.

 

Ирина ГОРДЕЕВА. 


Колпакăн архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса