Константин Малышев редактортан тухрĕ
Отставкăна тахçанах кайма хатĕрленнĕ пулмалла вăл, хăйĕн вырăнне тивĕçлĕ кандилатура сĕнсе хăварчĕ.
2003 çултанпа çак таранч-
чен «ТАТМЕДИА» акцио-
нерсен обществин «Сувар»
хаçат редакцийӗ» филиалӗн
ертӳçи – тӗп редакторӗ пулса
ӗçленӗ К.А.Малышев урăх ӗçе
куçнăран 2019 çулхи майăн
21-мӗшӗнчен пуçласа ертӳçӗ
тивӗçӗсене И.Ф.Трифонова
пурнăçлать.
Ирина Федоровна Трифо-
нова «Суварта» çӗнӗ çын мар,
редакцире 1997 çултанпа
тăрăшать. Çӗпрел районӗнчи
Хулаçырми ялӗнче 1977 çулта çуралнă. Хусанти пат-
шалăх педагогика университетне (1999), Раççейри
халăхсен хушшинчи туризм академине (2003), Хусан-
ти патшалăх технологи университечӗ çумӗнчи «Стиль»
Раççей-Итали шкулне (2010) пӗтернӗ. Пысăк опытлă
журналист, талантлă çыравçă, хастар обществăлла де-
ятель. ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗ.
Ӗçтешӗмӗре çӗнӗ тивӗçпе саламласа ӗçре пысăк
çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев