Сувар

Константин Петрова халалласа конференци

Шупашкарăн тӗп университечӗ пирӗн ентеше, паллă чăваш журналистне Константин Константинович Петрова халалласа конференци ирттернӗ.

Шупашкарта Н.И. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн журналистика кафедри апрелӗн 1-мӗшӗнче «Журналистика историйӗн, теорийӗн тата практикин актуаллă ыйтăвӗсем» темăпа наукăпа практика конференцине ирттернине пӗлтерет университетăн сайчӗ. Конференцие пирӗн ентешӗн, паллă чăваш журналистăн, çыравçăн, ученăйăн, асăннă университетра нумай çул ӗçленӗ Константин Константинович Петровăн 95 çулхи юбилейне халалланă. Унăн нумай енлӗ биографийӗпе кафедра пуçлăхӗ А.П. Данилов тата Г.В. Хораськина, Л.А. Васильева, М.Г.Данилова, О.Р. Студенцов доцентсем паллаштарнă. Массăллă хыпар хатӗрӗсенчи опычӗ çинчен «Хыпар» издательство çурчӗн директорӗ-тӗп редакторӗ Т.Г. Вашуркина каласа панă. (Сăнӳкерчӗк университетăн сайтӗнчен). 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: