Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Концертсенче ташлама тухма юрамасть

Коронавируспа чирлекенсен шучӗ чакма пуҫламан-ха


Тутарстанра паян 44 ҫын коронавируспа чирленӗ. 10 ҫынна пульницана вырттарнӑ, ыттисене килӗсенче сиплеҫҫӗ. Путин эмелсене тӳлевсӗр пама шантарнӑ хыҫҫӑн сиплевӗн ҫак меслечӗ ҫӑмӑлланчӗ тесен те йӑнӑшмӑпӑр.
Чирленисенчен 19-шӗ Хусантан, 5-шӗ Анат Камӑран. Лайӑш, Пестрецы, Пӑва районӗнче - 3-шер ҫын, Ҫырчаллипе Пӗкӗлмере - 2-шер, Ҫӳльту, Ҫӗпрел, Ешӗлвар, Кукмор, Рыбно-Слободски, Тукай, Тюлячи районӗсенче – пӗрер ҫын. Чирлекенсем чакмаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та юлашки вӑхӑтра кӗртнӗ чарусем те вырӑнлӑ тесе шутлаҫҫӗ Роспотребнадзор ӗҫченӗсем. Управлени ертӳçин ҫумӗ Любовь Авдонина пӗлтернӗ тӑрӑх, концертсене хупӑ танцплощадкӑсемпе тата танцзонӑсемпе кӑна ирттерме юрать.
"Концертсем йӗркелекенсем тата оперативлӑ штаб ку ыйтӑва сӳтсе явса пӑнчӑ лартнӑ. Концертсенче залра ларакан вырӑнсем кӑна пулмалла. Ҫакна ҫирӗп тӗрӗслеҫҫӗ тӑрӗҫ",– тесе палӑртнӑ спикер.
Любовь Авдонина аса илтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ йӗркепе мӗн пур концерт 23 сехетчен вӗҫленмелле. Ҫавӑн пекех концерт пынӑ хушӑра пит ҫинчи маскӑна хывма юрамасть.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев