Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КОРИДОРТА ТА РАÇÇЕЙ ЯТНЕ АСĂНМА ЮРАМАН

Токиора иртнӗ Олимпиадăра Раççее санкцисемпе хытă хӗстерчӗç. Пирӗннисем çӗнтерсен çӗршыв гимнне яманнипе кăна çырлахман. Спортсменсен Олимп ялӗнче пурăннă чух коридорпа пынă чух кам та пулин чарса ăçтан  килнине ыйтсан Раççей ятне асăнма юраман.

Японире июлӗн 23-мӗшӗнчен пуçласа августăн 8-мӗшӗччен иртнӗ Çуллахи Олимпиада Раççей сборнăйӗшӗн 71 медальпе вӗçленчӗ. Çавсенчен 20-шӗ ылтăн, 28-шӗ кӗмӗл, 23-шӗ бронза медальсем. Çапла вара медаль зачетӗнче пирӗн спортсменсем çӗршыва 5-мӗш вырăна кăларчӗç. Питӗ лайăх кăтарту. Анчах Токиора иртнӗ Олимпиадăра Раççее санкцисемпе хытă хӗстерчӗç. Пирӗннисем çӗнтерсен çӗршыв гимнне яманнипе кăна çырлахман. Спортсменсен Олимп ялӗнче пурăннă чух коридорпа пынă чух кам та пулин чарса ăçтан  килнине ыйтсан Раççей ятне асăнма юраман. Çакна Тутарстанран Токиори Çуллахи  Олимп вăйисене кайнă спортсменка Мария Полякова та журналистсемпе тӗл пулсан çирӗплетрӗ.

Японири Олимпиада пӗтӗмлетӗвӗсемпе пресс-конференци «Татар-информ» информаци агентствинче августăн 12-мӗшӗнче иртрӗ. Яланхи пекех тӗлпулура Хусанти шыв тӗсӗсен спорчӗн «Синтез» спорт клубӗн спортсменӗсем çулталăк пӗтӗмлетӗвӗсене туса малашнехи сезонăн задачисемпе паллаштарчӗç. Унта ТР спорт министрӗ Владимир Леонов, ТАИФ компанин генеральнăй директорӗ Руслан Шигабутдинов, «Синтез» СК президенчӗ Ирек Зиннуров, «Синтез» спорт клубăн директорӗ Максим Осмоловский, ватерпол клубӗн тӗп тренерӗ Марат Закиров, клуб капитанӗ Сергей Лисунов, Олимп вăййисен кӗмӗл призерӗ Александр Красных тата Олимп вăййисен финалистки (шыва сикессипе) Мария Полякова хутшăнчӗç.
– Шыва сикесси индивидуаллă спорт тӗсӗ. Çавăнпа Олимпиадăна хутшăнма лицензи илме кăткăслăхсем пур. Малтан хамăр çӗршыврине илсе ăна Раççей чемпионатӗнче хăв хыççăн çирӗплетмелле. Шел те, Тӗнче Кубокне илме пулмарӗ, эпӗ 20-мӗш вырăна кăна йышăнтăм. Раççей чемпионатӗнче хама кăтартса çӗнтерме пултартăм, вăл май пачӗ те Токиори Олимпиадăна хутшăнма. Унта лекесси манăн пысăк ӗмӗтчӗ, – каласа парать Мария.
Спортсменка çу тăршшӗпех тӗп ăмăртусене хатӗрленнӗ, уншăн Олимпиада финалне тухни пысăк çитӗнӳ. Полякова малашне тата та çине тăрса тренировкăсем тăвассине пӗлтерчӗ. Çитес Олимпиадăна та хутшăнма кăмăлӗ пур унăн.
– Японире пӗр япала кăна кăмăла хуçрӗ. Раççей пирки пӗр сăмах та калама юрамастчӗ. Çӳретӗн çапла Олимпиада ялӗ тăрăх. Çӗршыва палăртакан пӗр паллă та çуккине кура: «Эсир ăçтан?» – ыйтатчӗç ялан. Раççей теес килни чӗлхе вӗçӗнче тăрать, анчах калама юрамасть. ОКР тесе калама хушнă пире, урăхла каласан,  Раççейӗн Олимп комитечӗ. Калатăн та ăнланмаççӗ. Пирӗн пӗр спортсмен пӗррехинче ыйтакана çапла хуравларӗ: «Финляндие пӗлетӗн-и, Японие? Вăт эпӗ çак çӗршывсен хушшинчи çӗршывран». Хӗсни пурччӗ ӗнтӗ, администраци енчен. Спортсменсемпе хутшăнусем аванахчӗ, – терӗ Мария.
Александр Красных Олимпиадăна хатӗрленесси çăмăл мар пулнине каларӗ. Коронавируса пула 2020 çултан ăна 2021 çула куçарни хăйне евӗр йывăрлăхсем кӳнӗ. Хăй енчен спортсмен пулăшу панăшăн Спорт министерствине тав турӗ.
– Шанатăп маншăн ку юлашки Олимпиада пулмӗ. Августăн 25-мӗшӗнче ăмăртусен çӗнӗ старчӗ пуçланать. Çавăнти кăтартусенчен нумай килет, – терӗ Красных.  
ТР спорт министрӗ Владимир Леонов майпа усă курса  «Синтез» спорт клубӗн ертӳçисене, менеджерӗсене тата спортсменӗсене кăтартуллă сезоншăн тав турӗ. Ватерпол сезонӗ Олимп вăййисен умӗн вӗçленнӗ. «Синтез» спортсменӗсем наци первенствинче чемпион титулне тивӗçнӗ, Раççей Кубокӗ те вӗсенех лекнӗ. Хальхи вăхăтра команда хӗрсех сентябрьте пуçланакан сезона хатӗрленет. «Команда питӗ лайăх формăра. Ӳсӗм точки вӗсемшӗн халăхсен хушшинчи Кубок пулмалла тата клуб спортсменӗсем ватерполпа Раççей сборнăйӗнче пулмаллах», – палăртрӗ министр малашне те «Синтеза» аталанма пур енлӗн пулăшасси пирки каласа.
Пулăшу тенӗрен, «Синтезăн» макăрмалли сăлтав çук. Клуб Тутарстанăн чи пысăк компанийӗсен – Оргсинтезпа ТАИФ хӳттинче тăрать. Финанс йывăрлăхӗсем апла пăшăрхантармаççӗ. Руслан Шигабутдинов командăна Швейцари сехечӗ пек лайăх та тӗрӗс ӗçлеме сунчӗ. Ахăртнех вăл çак çӗршывра туса кăларакан сехетсен фаначӗ. «Ку манăн юратнă танлаштару, сехете сӳтсен унта пӗр ытлашши деталь те çуккине асăрхатăн. Кашни пайăн хăйӗн функцийӗ, пӗлтерӗшӗ. Вăт, команда та çак сехет пек ӗçлемелле, Клуб авторитетне ӳстерсех тăмалла, мӗнле медаль пур, пурне те илме тăрăшмалла», – команда умне задача лартрӗ ТАИФ генеральнăй директорӗ. Клуб директорӗ Максим Осмоловский  палăртнă тăрăх, çитес сезонра Раççей чемпионачӗпе Кубокне выляса илмелле. Вара 2007 çулта тунă çитӗнӗве тепӗр хут пурнăçламалла. Ун чух Хусан команди хăйӗн историйӗнче те пӗрремӗш хут ЛЕН Кубокне çӗнсе илнӗ. Пӗлтерӗшӗпе вăл Европа трофейӗсенчен иккӗмӗш вырăнта.
– Питӗ чаплă турнир вăл. Унта пирӗн пӗрремӗш пулмаллах. Урăхла задача хамăр ума лартмастпăр», – терӗ клуб директорӗ. (Ирина ТРИФОНОВА.Сăнӳкерчӗк
 minsport.tatarstan.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев