Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Коронавирус: малтан пуç ыратма пуçларӗ, унтан шăрша туйма пăрахрăм...

Компьютер томографийӗ манăн та икӗ енлӗ пневмони пулнине кăтартрӗ. Covid-19 çине тепӗр хут анализ илчӗç. Больницăна выртма сӗнмерӗç те, мӗнле препаратсемпе сипленмеллине çырса пачӗç те сирӗн çăмăл йышши пневмони кăна тесе киле ячӗç. Тепӗр кун манăн та коронавирус çине панă анализ «положительнăй» пулни пирки пӗлтерчӗç...

Çӗршыври, республикăри коронавируспа çыхăннă лару-тăру пирки пичет кăларăмӗсенче те, интернетра та нумай çыраççӗ, телевизорпа та нумай кăтартаççӗ. Роспотребнадзор кунсерен миçе çын чирлени пирки парса пыракан статистикăна шанас пулсан, лару-тăру кунран кун лайăхланса пырать республикăра. Ак, Тутарстанра пандемие пула кӗртнӗ чарусене сирес иккӗмӗш тапхăра куçни пирки пӗлтерчӗç çак кунсенче. Ялсенче Сабантуйсем ирттерме ирӗк пачӗç. Эппин коронавируса çӗнтернӗпе пӗрех пулса тухать вӗт...

Роспотребнадзорпа Сывлăх сыхлав министерствин ӗçченӗсем куллен журналистсемпе тӗл пулнă май лару-тăру контрольте пулни, чирлисен шучӗ кунсерен чакса пыни, инфекци ертнисене сиплеме тухтăрсем те, эмелсем те çителӗкли пирки калаççӗ. Анчах та чăнах çапла аван-ши ӗç-пуç? Социаллă сетьсенче хăйсем е çывăх çыннисемпе пӗлӗшӗсем коронавируспа чирлени пирки нумайрах та нумайрах çырма пуçланине шута илсен иккӗленме пуçлатăн. Çав хушăрах коронавируса шанманнисем те пур. Кама ӗненмелле? Чăннипе лару-тăру мӗнле пирӗн патра? Паллакан çынсемех коронавируспа чирлеме пуçларӗç те «хитре» статистикăна пӗртте ӗненес килмест...

Паллакансем çеç мар

Паллакансем кăна та мар. Хам та чирлесе ирттертӗм çак çӗнӗ вируслă инфекципе. «Сувара» вулакансенче асăрханулăх туйăмне вăйлатас, чир еплерех пуçланса иртни, сиплев процесӗ вăхăтӗнче мӗнле йывăрлăхсем сиксе тухни çинчен пӗлтерес шутпа çакăн пирки хаçатра çырма шутларăм.

Эп асăрханулăх пирки çӗршывра пандеми пуçланнăранпа пӗр самантлăха та манман: обществăлла вырăнсенче яланах маскăпа перчетке тăхăнса çӳренӗ, алла та час-часах çунă. Анчах та талăкне 24 сехет маскăпа çӳрейместӗн вӗт. Енчен те вирус ертнӗ çынпа хутшăнсан ним тума та çук иккен.

Мӗн-тӗр сиксе тухмасăр...

Камран ерчӗ-ха мана коронавирус? Мăшăртан. Вăл Хусанти васкавлă медицина пулăшăвӗн станцийӗнче ӗçлет. Пандеми пуçлансанах пӗр вăхăт çӗнӗ вируспа çыхăннă вызовсене ятарласа уйăрнă темиçе бригада кăна çӳренӗ пулсан, апрель уйăхӗнченпе кун пек симптомлисем патне хуть хăш бригадăна яма пуçларӗç. Температура ӳсни, ӳслӗк симптомӗллӗ чирлисем патне васкавлă пулăшу бригади, енчен те чӗнекен коронавирус пулни пирки тест туса çирӗплетмен-тӗк, ятарлă хӳтӗлев костюмӗсӗрех çӳренӗ. Анчах та ăçтан пӗлме пулать-ха çын çӗнӗ вируспа чирлипе чирӗ маррине? Компьютер томографийӗ туса, пырпа сăмсаран ятарласа илнӗ анализа тест туса кăна. Çакна тума вара вăхăт кирлӗ. Васкавлă пулăшу ӗçченӗсен сывлăхӗшӗн çакăн пек вызовсенче хăрушлăх сиксе тухать. Персоналăн сывлăхӗ пирки пуçлăхсен вăхăтра шутламалла пулнă та çав... Пирӗн вӗт мӗн-тӗр сиксе тухмасăр тӗплӗн шухăшлама хăнăхман. Çӗршыв, республика пуçлăхӗсен умӗнче яваплă чиновниксем яланах: «Пирӗн йăлтах çителӗклӗ: тухтăрсем пур, вӗсене хӳтӗлев костюмӗсемпе, респираторсемпе тивӗçтернӗ, сиплемелли эмелсем пур...» – тесе отчет параççӗ. Чăннипе вара лару-тăрăвӗ ун пекех чаплă марри кунсерен палăрать...

Пуç ыратнинчен пуçланчӗ

Май уйăхӗнче ман мăшăр темиçе хутчен те коронавируспа чирлисене больницăна илсе кайнă. Çакăн пек юлашки вызова кайнăранпа 10 кун иртсен сасартăк вăл пуç хытă ыратнипе аптăрама пуçларӗ. Эмел ӗçсен те пулăшмасть тет. Ун чух шăматкунччӗ. Пуçӗ ыратни вырсарникун та иртмерӗ, кăшт типӗ ӳслӗк пекки те пур. Тунтикун васкавлă пулăшура ӗçлекенсен коронавирус çине тест памаллаччӗ, çавăнпа та ирех анализ парса килчӗ мăшăр. Поликлиникăна шăнкăравласа врача чӗнтӗмӗр. Врач мар, фельдшер килчӗ. Сывланине итлесе пăхрӗ те хăрăлтатни илтӗнмест, йăлтах йӗркеллӗ терӗ. Тепӗр кун ӗçе каймаллаччӗ мăшăрăн, çавăнпа та: «Хама аванах туймастăп, кун пек епле ӗçе каяс? Ыран тата начартарах пулсан?» – терӗ. Çапла каласан кăна поликлиникăран килнӗ фельдшер виçӗ кунлăха больничнăй уçма килӗшрӗ.

Шăршăпа тутă туйманни – вирус палли

Каçхине апат çисе ларнă чух мăшăр апат тутине туйманнине пӗлтерчӗ. Вăйлă шăршлă духие шăршласа пăхрӗ те: «Шăрша та пачах туймастăп», – тет. Шăрша туйманни коронавирус инфекцийӗн симптомӗсенчен пӗри пулнине илтмен мар. Килте ларнипе ӗç тухмасть терӗмӗр. Тепӗр кун васкавлă пулăшу чӗнтерсе инфекци больницине кайма шутларӗ. Ӳт температури те кăшт хăпарнăччӗ çав кун, 37.4 таран.

Васкавлă пулăшу пациента малтан пӗр больницана илсе кайса ӳпкине компьютер томографийӗ (КТ) тутарать, кунтан снимока тӳрех инфекци больницине ярса параççӗ. Унти тухтăрсем вара чирлин сывлăхне КТ мӗн кăтартнине пăхса, пациентăн сăмахӗсене шута илсе хаклаççӗ, пырпа сăмсаран анализ илеççӗ. КТ мăшăрăн икӗ енлӗ пневмони пулнине кăтартнă, ӳпке 25 процент таран сиенленнӗ-мӗн. Мăшăр хăйне больницăна выртма сӗнсен килӗшнӗ.

Хусанта коронавируспа чирлисене диагностика тума малтан Агафонов ячӗллӗ Республика инфекци больницине илсе каяççӗ пулин те, кунта нумай тытмаççӗ. Ман мăшăра та тепӗр кунах пӗр больницари коронавируспа чирлисене сиплекен вăхăтлăх госпитале куçарчӗç. Коронавирус пуррипе çуккине тӗрӗслеме илнӗ анализ çӗнӗ вирус пуррине кăтартнă.

Больницăна лекнӗ-тӗк – унта сиплеççӗ, хăрамалли çук темелле. Эпир, килте юлнисем – хам тата ачасем, паллах, хăрарăмăр. Пӗтӗм тӗнчене сарăлнă вирус пирки тем те калаçаççӗ те – шиклентерет.

Манăн та çав симптомсемех

Упăшка больницăна выртсан тепӗр кун ирех ача-пăча поликлиникинчен шăнкăравласа ачасенчен анализ илесси пирки пӗлтерчӗç, ун чух упăшкан ковид-19 пурри паллă та марччӗ-ха. Ача-пăча тухтăрӗ те вăрах кӗттермерӗ, килсе ачасен сывлăхне тӗрӗслерӗ.

Аслисен поликлиникинчен вара ман пата анализ илме килме васкамарӗç. Тăваттăмӗш кунне тин килчӗç. Çак вăхăталла манăн та пуç хытă ыратма пуçларӗ, темиçе сехетрен ыратни çурăм çине куçрӗ. Унтан пилӗк касса ыратма тытăнчӗ, урасем те хытах сураççӗ. Температура хăпарман, йӗркеллех. Сунас та, ӳслӗк те çук. Поликлиникăран врач килчӗ. Мӗн ыратнине калатăп та: «Сирӗн пуçăр мăшăрăр чирленӗрен хытă хăранипе кăна ыратать пуль-ха, ыратнине чаракан, лăплантаракан эмел ӗçӗр», – тет. Сатураци (юнри кислород çителӗклӗхӗ) йӗркеллех, 98-99 кăтартать. Сывланине итлесе пăхрӗ те хăйăлтатни илтӗнмест терӗ. Вируса хирӗçле препарат ӗçме хушрӗ.

Пуç ыратни эмел ӗçсен вăхăтлăха иртет, унтан каллех пуçланать. Вăй çукки сисӗнме пуçларӗ, ӳт температури кăшт (36.8-36.9) хăпаркаларӗ. Сасартăк шăршăпа апат тутине туйма пăрахрăм эпӗ те. Манăн та симптомсем мăшăрăнни пекех. Вăл мана та компьютер томографийӗ тума сӗнчӗ. Ăна вара васкавлă пулăшу чӗнмесӗр тума çук. Килте сипленмесӗр вăхăт ирттерсе ларсан чир шала кайма пултарать. Хам та хытах чирлесен ачасене кам пăхӗ? Çавăнпа та киле килсе илнӗ анализ коронавирус çуккине çирӗплетнӗ пулсан та васкавлă пулăшу чӗнсе инфекци больницине кайса пăхмах шутларăм.

Хăйăлтатни илтӗнмест, çапах пневмони

Мӗнрен шикленни тӳрре тухрӗ – компьютер томографийӗ манăн та икӗ енлӗ пневмони пулнине кăтартрӗ. Covid-19 çине тепӗр хут анализ илчӗç. Больницăна выртма сӗнмерӗç те, мӗнле препаратсемпе сипленмеллине çырса пачӗç те сирӗн çăмăл йышши пневмони кăна тесе киле ячӗç. Тепӗр кун манăн та коронавирус çине панă анализ «положительнăй» пулни пирки пӗлтерчӗç...

Ыттисемпе танлаштарсан, мăшăрăн та, манăн та чир çăмăлтарах иртсе кайрӗ темелле. Çапах та ним туймасăр темӗттӗм. Ал-ура, пӗтӗм кӗлетке ыратнипе икӗ каç çывăраймарăм. Ӳпке шыçни хăйӗннех тăвать-тӗр çав – пӗр икӗ каç çурăм çинче выртнă чух сывлама йывăртарах пулчӗ. Ытти чух пневмонипе чирлекенсем чарăнайми ӳсӗреççӗ, сунас тарăхтарать, пыр ыратать. Коронавирус пуçарнă пневмони вара хăйне евӗрлӗ: сывланине фанендоскоппа итлесе пăхсан хăйăлтатни илтӗнмест, ӳслӗк те, сунас та çук, температура ӳпке вăйлах сиенленмен-тӗк ытла нумай хăпармасть – манăн чи çӳлли 37.6 таран кăна пулчӗ. Анчах шăршăпа апат тутине туймастăн тата пуç ыратать. 5-6 кун хушши апат пачах анмарӗ, организм шыв та йышăнасшăн марччӗ. Эмелпе пӗрле ӗçмелли шыва та аран-аран ӗçеттӗм...

Телее, темиçе кунтан çăмăлланчӗ. Поликлиникăран врач темиçе кунра пӗрре килкелесех тăчӗ. Ачасене те ача-пăча поликлиникин тухтăрӗсем тимлӗхре тытрӗç. Икӗ хут анализ илчӗç, иккӗшӗнче те результачӗсем вӗсене çак вирус ерменнине çирӗплетрӗç, тавах Турра.

Пурин те çăмăл иртмест

Мăшăр больницăра 13 кун выртса тухрӗ. Унпа пӗр палатăра выртакансенчен пурин те çăмăллăн иртмен иккен ку чир. Ешӗлвар арçыннин пилӗк кун хушши ӳт температури 40-41 градус тăчӗ тет. Эмелсем те пулăшман. Телевизорпа врачсем пациентсем патӗнчен кайманние кăтартаççӗ те пур çӗрте те çапла пуль тесе шутлатпăр. Анчах та ялан апла мар иккен. Мăшăр больницăна выртсан тăваттăмӗш кун çеç врач пуçласа палатăна килсе пăхнă вӗсене. Çакă врачсем çитменнипе çыхăннă пуль ӗнтӗ. Ешӗлвар арçыннине нимӗн те пулăшманнине кура, ун сывлăхӗ япăхланса пынипе мăшăр чăтса тăрайман, кӳршине çав-çав препаратсемпе система лартма, медсестрасене врача чӗнсе килме ыйтнă. Çине тăрса ыйтнипе кăна арçынна çăлса хăварма май килнӗ вара. «Эс пулмасан эп кунтан сывă тухаймастăмччӗ пуль», – тесе каларӗ тет кайран 53-ри арçын...

Мӗншӗн тӗрӗс диагноз лартасшăн-мар-ши?

Çапла чирлесе ирттертӗмӗр çӗнӗ йышши вируспа. Каласа хăварас пулать: врачсем пациентăн коронавирус паллисем пурте пулсан та, Covid-19 диагноз лартма васкамаççӗ. «ОРВИ» тесе çырасшăн. Пирӗн пек çине тăрса компьютер томографийӗ туса, коронавирус çине пырпа сăмсаран анализ парса çак вируспа чирленине ӗнентермесен «ОРВИпе чирлесе ирттернӗ» тесе çыратчӗç пулӗ... Нумай çӗрте чир паллиллӗ çынсене больничнăй уçса памаççӗ-мӗн тата, çынсем ӗçе çӳреççӗ, ыттисене вирус ертеççӗ... Эп юрать вăхăтра сиссе ӗçе каймарăм, больничнăй уçиччен килте ӗçлерӗм. Çавăнпа, тавах Турра, ӗçре никама та чир ермерӗ.

Мăшăра та, мана та тăватă хутчен анализ илчӗç. Пӗрремӗшсем, чир симптомӗсем палăрма пуçласан илнӗ пулин те, иксӗмӗрӗн те «отрицательнăй». Иккӗмӗшсем «положительнăй» пулчӗç. Тӗлӗнмелле. Мӗн шутламаллине пӗлместӗн...

Пӗрремӗш те вӗçленмен-ха...

Пӗтӗмӗшле илсен 22 кун карантинра килтен ниçта тухмасăр лартăмăр. Юлашки икӗ анализ «отрицательнăй» результат кăтартсан, хамăра лайăх туйма пуçласан больничнăйне хупрӗç, карантин вӗçленчӗ.

Статистикăна ӗненес пулсан, чирлекенсен шучӗ чакса пырать. Анчах та çынсемпе калаçсан пачах урăхла картина куç умне тухать. Больницăсенче вырăн çук, чирлекенсен шучӗ вара кунран кун ӳссе çеç пырать. Çакăн пирки инфекци больници патӗнче черетре темиçешер сехет ларакан васкавлă пулăшу машинисем те ӗнентереççӗ. Çынсем те çакна курмаççӗ мар вӗт. Çавна кура-и, Хусанта çăмăлрах чирлекенсене васкавлă пулăшупа больницăсене илсе кайма чарнă. Халӗ, енчен те пациентăн температури 38.5-рен каярах-тăк, килтех хăвараççӗ, хăйне йывăр туякансене кăна сыватмăша леçеççӗ.

Хаклă вулакансем! Коронавирус пирӗнпе юнашарах, çав тери асăрхануллă пулăр. Чир тӳрех палăрмасть, хăшӗ-пӗрин симптомсăрах иртсе каять. Кам-тăр хăй чирлесе ирттернине сисмесӗрех те юлма пултарать. Анчах вăл куллен йывăр чирпе аптракан тепӗр çынна ертме пултарать вӗт... Кӗркунне коронавирусăн тепӗр хумӗ пуçланать тесе хăратаççӗ. Кунта пӗрремӗш те вӗçленме шутламасть-ха...

Автор сăнӳкерчӗкӗнче: Хусанти инфекци больници патӗнче халиччен кашни кун çакăн пек черетчӗ...

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    Короновирусе вал пирень патра халь анчах тытанче,пите вайла пырать,сводкисенче улталаса сырасе

    Теги: коронавирус