Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Короновируспа чирлисем те суйлава хутшăннă, вӗсенчен 100-шӗ сасăланă.

Андрей Кондратьев пӗлтернӗ тăрăх, ку суйлава ют çӗршывра пурăнакан Раççей гражданӗсем нумайăн хутшăннă. 144 çӗршывра пурӗ 348 суйлав участокӗ йӗркеленӗ. Паллах, çак çӗршыври власть органӗсемпе пысăк ӗç туса ирттернӗ – пирӗн граждансене суйлав ирӗкӗпе тивӗçтересси пирки. Тутарстан Австрипе Испанишӗн яваплă пулнă.  

ТР Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Андрей Кондратьев пӗлтернӗ тăрăх, муниципаллă йӗркеленӳсенчи суйлав округӗсенчи участоксемсӗр пуçне республикăра СИЗОра – 4, санаторире – 2, аэропортпа чукун çул вокзалӗнче пӗрер суйлав участокӗсем ӗçленӗ. «Мобильлӗ суйлавçăпа» усă куракансем те йышлă пулнă. Пӗтӗмпе ку суйлава 16 пин сăнавçă хутшăннă. Вӗсен пурин те комисси ӗçне хутшăнса хăйсен шухăшне пӗлтерме ирӗк пур. Обществăлла палатăран кăна 3 пин ытла сăнавçă.

Андрей Кондратьев шучӗпе, суйлав питӗ те лăпкă, тирпейлӗ лару-тăрура иртнӗ. Санитари йӗркине пăсакан пӗр пулăм та палăртман. Хăй енчен Роспотребнадзорпа сывлăх сыхлав министерствине тав турӗ. Ковидпа чирлисенчен 100 çын сасăланă.

Йӗркене пăснисем пирки. Вӗсем пулманпа пӗрех. Республикипе суйлав участокӗсенчи ӗçе сăнаса тăма 5 пин камера лартнă пулнă. Вӗсенчен вăхăтлăха 19-шӗ кăна ӗçлӗхрен тухнă. Ытларах çутă сӳнтернине пула. Халӗ ку пулăмсен сăлтавне тӗпчеççӗ. Хӗрӳ телефон линийӗпе 361 хутчен шăнкăравланă. Вӗсенчен 107-шӗ суйлав участокӗ ăçта вырнаçнипе интересленнӗ, тепӗр çурри мобильлӗ суйлав мӗншӗн ӗçлеме пăрахнипе интересленнӗ, 52-шӗ тӳреммӗн сасăлавпа та çыхăнман.  

Андрей Кондратьев пӗлтернӗ тăрăх, ку суйлава ют çӗршывра пурăнакан Раççей гражданӗсем нумайăн хутшăннă. 144 çӗршывра пурӗ 348 суйлав участокӗ йӗркеленӗ. Паллах, çак çӗршыври власть органӗсемпе пысăк ӗç туса ирттернӗ – пирӗн граждансене суйлав ирӗкӗпе тивӗçтересси пирки. Тутарстан Австрипе Испанишӗн яваплă пулнă.  

С.Камалетдинов сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: выборы 2021