Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ковидпа чирлекенсен шучӗ 63 процент ӳснӗ

Пӗтӗм тӗнчери сывлăх сыхлав организацийӗ пӗлтернӗ тăрăх, юлашки уйăхра чирлекенсен шучӗ 63 процента ӳснӗ, вилекенсен шучӗ 56 процента чакнă.

Июлӗн 17-мӗшӗнчен пуçласа августăн 13-мӗшӗччен тӗнчере коронавирус инфекцийӗпе 1,4 миллион çын чирленӗ, çав шутран 2,3 пинӗ вилнӗ. Пӗтӗм тӗнчери сывлăх сыхлав организацийӗ пӗлтернӗ тăрăх, юлашки уйăхра чирлекенсен шучӗ 63 процента ӳснӗ, вилекенсен шучӗ 56 процента чакнă.

Пандеми пуçланнăранпа тӗнчере 769 миллион çын чирленине регистрациленӗ, çав шутран 6,9 миллионӗ вилнӗ.

Августăн 7 – 13-мӗшӗсенче, стопкоронавирус.рф сайт пӗлтернӗ тăрăх, Раççейре 2944 çын коронавируспа чирленӗ, 41-ӗн вилнӗ.

Аса илтеретпӗр, кăçалхи май уйăхӗнче Пӗтӗм тӗнчери сывлăх сыхлав организацийӗ пандеми статусне пăрахăçланă.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: коронавирус