Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кӗрхи чечексем чуна савăнтараççӗ, сăвă çырма хавхалантараççӗ

Хăть те мӗнле çанталăк пулсан та, кӗркуннехи таврара пур хăйне евӗрлӗ илемлӗх! Ылтăн кӗркунне кăçал! Веçех сап-сарă çулçăсемпе витӗнчӗ çӗр. Тата пăхатăп та тӗлӗнетӗп кӗрхи чечексенчен: шыва шăнтакан ирхи сивве те парăнмаççӗ вӗсем – чиперех мăнаçлăн саркаланса лараççӗ вут-хӗм сапакан çеçкисемпе!

Кӗркунне, тулса çитнӗ çимӗçсене пухса кӗртсен, пушаннă çӗр лаптăкӗсене кăпăшлатнă хыççăн кичем пекрех туйăнать дачăра. Вӗçен кайăксем пирӗнпе сывпуллашса кăнтăра вӗçсе кайрӗç, хӗвел те хăйӗн хӗмне сахалрах сапать.

Пӗр ирпе кӗтмен çӗртен тăм ӳкрӗ те йăлтах шăнтса пăрахрӗ. Самаях кăмăла пусарчӗ. Уçăра ӳсекен хăярăн, помидорăн, баклажанăн, кавăнăн, иккӗмӗш хут лартнă çӗрулмин тата ыттисен те çулçисем веçех шанса кайрӗç. Виноградăн та çулçисем мӗскӗннӗн усăнчӗç. Анчах хăть те мӗнле çанталăк пулсан та, кӗркуннехи таврара пур хăйне евӗрлӗ илемлӗх! Ылтăн кӗркунне кăçал! Веçех сап-сарă çулçăсемпе витӗнчӗ çӗр. Тата пăхатăп та тӗлӗнетӗп кӗрхи чечексенчен: шыва шăнтакан ирхи сивве те парăнмаççӗ вӗсем – чиперех мăнаçлăн саркаланса лараççӗ вут-хӗм сапакан çеçкисемпе! Пирӗн дачăра шупка хӗрлӗ, йăм кăвак сентябринкăсем, хӗвел пек сарă календулăсем, шур чечек – салтак тӳми, хӗрлӗ, шурă роза, хризантема, тӗрлӗ астрăсем, петунья, бархат чечекӗсем паян кун та чӗрӗ, калама çук илем кӳрсе лараççӗ. Ахальлӗн вӗсен умӗнчен иртсе кайма та çук, тытса пăхас килет сивӗ çулçисене, туяс килет çеçкин техӗмне, ачашлас-ашăтас килет чăтăмлă та маттур чечексене. Вӗсене татас шухăш пачах çук. Пурăнччăр, кӗрхи кун шевлисем, савăнтарччăр пирӗн чунсене, мӗн юр ларичченех ăшăтсах тытчăр пирӗн куçсене. Вӗсем çине пăхса тăрса, пӗрмаях çав самантра А.С.Пушкинăн илемлӗ те ытарлă сăвви аса килет мана:

Цветы последние милей

Роскошных первенцев полей.

Они унылые мечтанья

Живее пробуждают в нас.

Так иногда разлуки час

Живее сладкого свиданья. 

Чăвашла куçарас шухăш та килчӗ:

Кайран çеçке çурнăскерсем

Хитре малти чечексенчен.

Вӗсем – кичем ӗмӗтсене

Ваштах пирте вăрантарни.

Самант çеç уйрăм пурăнни

Илемлӗрех тӗлпулсенчен.                                                            

Владимир ЛЕВУКОВ.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: природа осень