Новости с тегом - природа
-
17 апреля 2022 - 07:49Саппаслă кайăкХӗллехи вăрманта йывăç çурăкӗсемпе шăтăкӗсене çăка, вӗрене вăрри, йӗкел, мăйăр, пилеш çырли чиксе хунисене курма пулать. Кам хатӗрленӗ, мӗнле чӗрчун çаплах саппаслă-ши? Тӗлӗнмелле пулин те, чӗрчун мар, шăван кайăк (поползень) хатӗрлет иккен вӗсене. Ку кайăк пысăк мар, 13-16 сантиметр тăршшӗ, йывăрăшӗ пурӗ те 22-24 грамм кăна. Кӗлеткин çӳлти пайӗ тӗттӗм сăрă тӗслӗ, тепӗр пайӗ хӗрлӗрех, шурă тӗлсемлӗ. Шăван кайăксем, тӗпрен илсен, мăшăрăн-мăшăрăн е çемьепе пурăнаççӗ, хутăш вăрмансене кăмăллаççӗ.
-
18 октября 2020 - 13:20Кӗрхи чечексем чуна савăнтараççӗ, сăвă çырма хавхалантараççӗХăть те мӗнле çанталăк пулсан та, кӗркуннехи таврара пур хăйне евӗрлӗ илемлӗх! Ылтăн кӗркунне кăçал! Веçех сап-сарă çулçăсемпе витӗнчӗ çӗр. Тата пăхатăп та тӗлӗнетӗп кӗрхи чечексенчен: шыва шăнтакан ирхи сивве те парăнмаççӗ вӗсем – чиперех мăнаçлăн саркаланса лараççӗ вут-хӗм сапакан çеçкисемпе!