Вӗçен кайăксем кăнтăртан таврăнаççӗ
Тутарстанра вӗçен кайăксем кăнтăртан таврăнма тытăннă. ХФУн Фундаменталлă медицинăпа биологи институчӗн биологи, гигиенăпа общество сывлăхӗн кафедрин ертӳçи Ильгизар Рахимов «Татар-информ» агентствăна пӗлтернӗ тăрăх, çуркунне ытти çулсенчен иртерех килнипе çыхăннă ку.
Февраль уйăхӗн вӗçӗнче таврăнакан хура кураксем, тӗслӗхрен, хăйсен йăвисенче чакаланаççӗ. Апла-тăк, çил-тăманпа шартлама сивӗсем пулмалла мар. Кураксем хыççăн шăнкăрчсем, тăрисемпе вӗлтрен кайăкӗсем вӗçсе килмелле. Ильгизар Рахимов тăрисем килнине пӗлтернӗ.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев