News by date 14 March 2025
-
Вӗçен кайăксем кăнтăртан таврăнаççӗ
Тутарстанра вӗçен кайăксем кăнтăртан таврăнма тытăннă. ХФУн Фундаменталлă медицинăпа биологи институчӗн биологи, гигиенăпа общество сывлăхӗн кафедрин ертӳçи Ильгизар Рахимов «Татар-информ» агентствăна пӗлтернӗ тăрăх, çуркунне ытти çулсенчен иртерех килнипе çыхăннă ку.
-
Ветеринари академийӗ Аграри университечӗ шутне кӗрӗ
Ял хуçалăх отрасльне кадрсемпе тивӗçтересси – республикăн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри. «Апат-çимӗç программине технологи тивӗçтерӗвӗ» наци проекчӗн «АПК кадрӗсем» программи мӗнле пурнăçланнипе мартăн 7-мӗшӗнче «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире паллаштарчӗç.
-
Урамсене тирпейлеме тухатпăр
Санитарипе экологи икӗ уйăхлăхӗ республикăра кăçал апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа май уйăхӗн 31-мӗшӗччен тăсăлать. Кун çинчен хушăва ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин çак кунсенче алă пуснă.
-
Тывара ирбис тытнă выльăх вырăнне хуçалăха выльăх параççӗ
Тусем çинче пурăнакан чи вăрттăн тискер кушаксен ирбиссен (тепӗр ячӗ снежный барс) чи пысăк шучӗ Афганистан çӗршывӗнче. Кунта вӗсем 1000 пуç, Раççейре вара пурӗ те 90 яхăн. Вӗсенчен 57-шӗ Алтай тăрăхӗнче пурăнать. Тискер кушака сыхласа хăварассипе тата ӗрчетес ыйтупа ӗçлекен «Ирбис» центрăн ертӳçи Ирина Маканова каланă тăрăх, кушаксен шучӗ çӗршывра хальлӗхе сахал-ха, анчах пӗрлехи ӗç пӗтес хăрушлăха чарнă.
-
Мартăн 14-15-мӗшӗсенче Хусанти Ратушăра 12 çӗршыв экперчӗсем ирбиса сыхласа хăварас мелсене сӳтсе яваççӗ
Ирбиса сыхласа хӑварас ыйтӑва çакăн пек пысăк шайра, пысăк кушак пурăнакан çӗршывсемпе пуринпе те пӗрле сӳтсе явни хальччен пулман. Хусанти конференци пӗрремӗш. 12 çӗршывран пурӗ 180 эксперт килсе ҫитрӗç. Раççее кашни ҫӗршывӑн опычӗ интереслӗ, мӗншӗн тесен йывӑрлӑхсем те тӗллев те пӗр. ТР Экологи министрӗпе Александр Шадриковпа «Ирбис» халăхсем хушшинчи ассоциацин ертӳçи Али Узденов уçнă май конференци шайӗнче иртекен мӗнпур мероприяти çак пысăк кушака сыхласа хăварассипе çыхăннине пӗлтерчӗç.