Ветеринари академийӗ Аграри университечӗ шутне кӗрӗ
Ял хуçалăх отрасльне кадрсемпе тивӗçтересси – республикăн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри. «Апат-çимӗç программине технологи тивӗçтерӗвӗ» наци проекчӗн «АПК кадрӗсем» программи мӗнле пурнăçланнипе мартăн 7-мӗшӗнче «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире паллаштарчӗç.
Республикăн агропромышленность комплексне кадрсен тивӗçтерӗвӗ паянхи кун тӗлне 85 процент. Ытларах агротехниксем – 22, ветеринарсем – 18, агрономсем – 16, инженерсем – 9 процентшар çитмеççӗ. ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин наука, вӗрентӳпе инноваци технологийӗсен уйрăмӗн ертӳçи Алмаз Гамиров сăмахӗсемпе, ку вăл çамрăк специалистсем ял хуçалăх отрасльне кайманнипе мар, чăн малтан производство хăвăрт аталаннипе çыхăннă. Пӗтӗмӗшле илсен, республикăри ял хуçалăх вӗрентӳ учрежденийӗсенчен çуллен 3 пине яхăн (вӗсенчен 1300-шӗ аслă шкултан) çамрăк специалист вӗренсе тухать, вӗсенчен 85 проценчӗ хамăр республикăн ял хуçалăх отрасльнех ӗçе вырнаçать.
Ял хуçалăх специальноçӗн сумӗ ӳсни куçкӗрет. Студентсене ятлă стипендисемпе хавхалантараççӗ пулсан, аслă шкул, техникум-колледжсенчен вӗренсе тухнисене специальнăçпа ӗçе вырнаçсан лайăх тӳлеççӗ. Чиновник сăмахӗпе, яла ӗçлеме кайнă аслă пӗлӳллисене унччен пӗр хутчен – 350, техникумсем-колледжсенче вăтам пӗлӳ илнисене 150 пиншер тенкӗ (подъемные) панă-тăк, халӗ пурне те – 700 пин тенкӗ тӳлеççӗ. Кунсăр пуçне ӗç укçи çумне уйăхсерен 7,5 пин тенкӗ хушса параççӗ.
«Апат-çимӗç программине технологи тивӗçтерӗвӗ» наци проекчӗн «АПК кадрӗсем» программине 2025 – 2027 çулсенче пурнăçа кӗртме Тутарстан 3,4 миллиард тенкӗ уйăрма палăртнă. Кунсăр пуçне районсенчи шкулсенче агротехнологи класӗсем йӗркелеме йышăннă. Кун пек классенче ачасем биологи, физика, химипе математика предмечӗсене тарăннăн вӗренӗç. Сăмах май, вӗсене аграри техникум-колледжӗсемпе университечӗсем хапăл туса кӗтеççӗ.
Ял хуçалăх отраслӗ валли конкурентлă кадрсем хатӗрлесси паянхи кун çӗршывăн тӗп задачи. Импорта хамăрăннипе ылмаштарса апат-çимӗç хăрушсăрлăхӗпе тивӗçтерессипе кăна та çыхăнман иккен, тӗллевӗ – отрасльри кадрсене çамрăклатасси. Хусанта ку енӗпе пысăк улшăнусем пуçланнă та ӗнтӗ. РФ Ял хуçалăх министерствин пуçарăвӗпе 2025 çулхи январь уйăхӗнчен Хусанти аграри университетне, Н.Э.Бауман ячӗллӗ ветеринари академине тата Тутар агробизнес кадрӗсене çӗнӗрен хатӗрлекен института пӗрлештерме тытăннă. Реорганизаци апрелӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗçленмелле. Хусанти патшалăх аграри университечӗн ректорӗ Айрат Валеев пӗрлештернӗ аслă шкул «Хусан аграри университечӗ» ятпа пулассине пӗлтерчӗ. Тăватă институтпа икӗ факультетран тăрӗ вăл. Чăн та, 1873 çулта уçăлнă Н.Э.Бауман ячӗллӗ ветеринари академийӗ, тӗслӗхрен, çак аслă шкул шутне кӗрсен те хăй ятнех сыхласа хăварӗ, мӗншӗн тесен сумӗ Раççейӗпех пысăк, ку вăл бренд. Халӗ те кунта вӗренекен студентсенчен 60 проценчӗ ют регионсемпе çӗршывсенчен килнисем.
Педколлектив чакарасси пирки сăмах пыманнине те палăртрӗ ректор, мӗншӗн тесен пӗр педагога та, наука сотрудникне те çухатасшăн мар вӗсем. Аслă шкулсен реорганизацийӗ федераци шайӗнчи пысăк патшалăх программисене хутшăнма, ял хуçалăх енӗпе çӗршывра кăна мар, ют çӗршывсен хушшинче те конкурентлă пулма кирлӗ. «Аграри вӗрентӗвӗпе наукин еврази центрӗ пуласшăн эпир. Туслă çӗршывсенче, ислам тӗнчинче ял хуçалăх кадрӗсем çав тери çитменрен хăйсен специалисчӗсене кунта хатӗрлес мая вӗçертес теместпӗр», – ют çӗршыв студенчӗсем валли квотăсем ӳлӗмрен те чакмассине палăртрӗ Айрат Валеев.
Пӗрлештернӗ аслă шкул кадрсем хатӗрлес ӗçе производствăсене хăйсене те явăçтарасшăн. Кăçалтан тӗллевлӗ вӗренекенсен квотине ӳстересшӗн. Ял хуçалăх производителӗсемпе, агрохолдингсемпе, компанисемпе пӗрле ӗçлӗç. Çавăнпа ректор абитуриентсене ӗç паракансен «Работа в России» порталӗпе лайăх паллашма сӗнчӗ. Ку е вăл специальноçа тӗллевлӗ вӗренме кӗме заявка памалли майпа усă курма пултараççӗ вӗсем. Ют хуласенчен килнисене хăтлă общежитипе тивӗçтереççӗ. Кӗçех çӗнӗ общежити çурчӗ хута каймалла. Çӗнӗ вӗренӳ çулӗ валли ятлă стипендисен программи те йышăннă, тăрăшуллисене ректор, Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин, агрохолдингсемпе банксен стипендийӗсем кӗтеççӗ. СВОри салтаксен ачисем валли те çăмăллăхсем пур. Тӗп специализацисӗр пуçне студентсене кунта тракторист-машинист, садовод, сварщик пек хушма ӗç профессине тӳлевсӗрех вӗрентесси те йăлара. Чи пӗлтерӗшли – çак аслă шкулта пӗлӳ илнӗ çамрăк специалистăн ӗç шыраса çӳремелле пулмасть, хăй ăçта ӗçлессине вăл вӗреннӗ хушăрах суйлать.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев