Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Мартăн 14-15-мӗшӗсенче Хусанти Ратушăра 12 çӗршыв экперчӗсем ирбиса сыхласа хăварас мелсене сӳтсе яваççӗ

Ирбиса сыхласа хӑварас ыйтӑва çакăн пек пысăк шайра, пысăк кушак пурăнакан çӗршывсемпе пуринпе те пӗрле сӳтсе явни хальччен пулман. Хусанти конференци пӗрремӗш. 12 çӗршывран пурӗ 180 эксперт килсе ҫитрӗç. Раççее кашни ҫӗршывӑн опычӗ интереслӗ, мӗншӗн тесен йывӑрлӑхсем те тӗллев те пӗр. ТР Экологи министрӗпе Александр Шадриковпа «Ирбис» халăхсем хушшинчи ассоциацин ертӳçи Али Узденов уçнă май конференци шайӗнче иртекен мӗнпур мероприяти çак пысăк кушака сыхласа хăварассипе çыхăннине пӗлтерчӗç.

Вăтам Ази тăвӗсем çинче пурăнакан чи вăрттăн тискер кушак ирбис (тепӗр ячӗ снежный барс) хальхи вăхăтра пӗтес хăрушлăхра. Хӗрлӗ кӗнекери çак чӗрчунăн шучӗ тӗнчипе те 4000-рен ытла мар. Вӗсем Афганистанра, Бутанра, Индире, Казахстанра, Кăркăсстанра, Китайра, Монголире, Непалта, Пакистанра, Таджикистанра, Узбекистанра тата пирӗн çӗршывра пурăнаççӗ.
Раççейре Алтай, Хӗвеланăçпа Хӗвелтухăç Саян, Тыва тата Бурят Республикисен тулă вырăнӗсенче курма пулать вӗсене. Шурă-сăрă çăмлă чăпар çак кушакăн тăршшӗ 130 сантиметр, йывăрăшӗ 50 килограма яхăн. Çак ушкăнри ытти пысăк кушаксенчен вăл хăрлатма пӗлменнипе, килти кушак евӗр мăрлатнипе уйрăлса тăрать. Ытларах ту качакисемпе тăранса пурăнать, çынсене тивмест. Анчах ами вилес тăвас пулсан (ытларах браконьерсен аллинчен) çурисем те пӗтеççӗ, мӗншӗн тесен амăшӗ çулталăк пăхнă хыççăн кăна хăйсем тӗллӗн пурăнаяççӗ.
Ирбиссене сыхласа хăварасси çивӗч тăнăран ăна çӗршывăн «Экологи ăнăçлăхӗ» наци проектне кӗртнӗ. Тутарстанра ирбиссем çук, апла пулин те халăхсем хушшинчи конференцие Хусанта ирттерни ахаль мар. Снежный барс республикăн символӗ пулнипе кăна та çыхăнман ку. Тискер кушака çутçанталăкра упраса хăварассипе Тутарстан тӗллевлӗн ӗçлет. ТР Раисӗн Рустам Миннихановăн пуçарăвӗпе тата В. Д. Шашин ячӗллӗ «Татнефть» ПАО компани пулăшнипе 2022 çулта Алтай Республикинче вӗсене тӗпчекен тата сыхлакан «Ирбис» центр уçма йышăннă. Кунта çăвăрлаттарнă тискер кушакăн çурисене ӳстерсе çутçанталăка ярассипе ӗçлӗ вăл. 2024 çулхи октябрӗн 23-мӗшӗнче Центра Кăркăс Республикинчен виçӗ ирбис — Батыр, Жаниш тата Умай — кӳнӗ. Кушаксен шучӗ малашне хушăнса кăна пырӗ. РФ Президенчӗпе В.Путинпа Монголи Президенчӗ Ухнаагийн Хурэлсух тӗл пулнă хыççăн, Монголи Раççее 4 кушак пама пулнă. Вӗсене кăçал кӳме хатӗрленеççӗ.
2024 çулта «Ирбис» ассоциаци тата Сайлюгем наци паркӗпе пӗрле пӗрремӗш хут Раççейре ирбиссене шутласа шутне палăртнă. Паянхи кун тӗлне Раççейре вӗсем пурӗ 90 яхăн, вӗсенчен 50 проценчӗ шăпах Алтай тăрăхӗнче пурăнать.
Хальччен сахал тӗпченӗ тискер кушака мӗнле сыхласа хăварассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашнă хыççăн конференцире (унта ТР Раисӗ Р.Минниханов та хутшăнать) хыççăн Хусан резолюцине йышăнаççӗ.

(Сăнӳкерчӗк конференци сайтӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество