Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тывара ирбис тытнă выльăх вырăнне хуçалăха выльăх параççӗ

Тусем çинче пурăнакан чи вăрттăн тискер кушаксен ирбиссен (тепӗр ячӗ снежный барс) чи пысăк шучӗ Афганистан çӗршывӗнче. Кунта вӗсем 1000 пуç, Раççейре вара пурӗ те 90 яхăн. Вӗсенчен 57-шӗ Алтай тăрăхӗнче пурăнать. Тискер кушака сыхласа хăварассипе тата ӗрчетес ыйтупа ӗçлекен «Ирбис» центрăн ертӳçи Ирина Маканова каланă тăрăх, кушаксен шучӗ çӗршывра хальлӗхе сахал-ха, анчах пӗрлехи ӗç пӗтес хăрушлăха чарнă.

Ӗмӗртен ку чӗрчун çӗршывăн 7 субъектӗнче Алтай, Бурят, Тыва, Хакасси республикисемпе Забайкальский тата Красноряск крайӗнче, Иркутск облаçӗнче пурăннă. Халӗ вара пурӗ те 4 регионта кăна юлнă. Ирбиссем браконьерсен аллинчен кăна мар, выльăх-чӗрлӗх тытакансен аллинчен те пӗтеççӗ иккен. Мӗншӗн тесен апат çитменнипе килти выльăхсем çине тапăннипе вӗсене вӗлереççӗ. Çакна чарас тӗллевпе 2022 çулта «Тыва» çутçанталăк паркӗн никӗсӗнче компенсаци кӗтӗвне (100 пуç) туса хунă. Урăхла каласан, шар курнă хуçалăха ирбис тытнă выльăх вырăнне выльăх пама тытăннă. Ирина Маканова ку опыт ытти регионсене те сарăлнине палăртрӗ, программа ӗçлесе кайнăранпа виçӗ çулта ирбис тытнă выльлăхшăн çынсене пурӗ 70 выльăх панă.
Кунсăр пуçне çӗр айӗнчи пурлăха кăларас промышленность, çул- йӗр инфраструктури аталанни те вӗсен шутне чакарать.

Хӗрлӗ кӗнекене кӗнӗ çак чӗрчуна сыхласа хăварас шутпа вырăнти халăхпа калаçни кăна çителӗксӗр, патшалăх пулăшăвӗ кирлӗ тата ирбис пурăнакан çӗршывсемпе пӗрле ӗçлени. Раççей ирбис пурăнакан 12 çӗршыв шутӗнче. 2013 çултанпа ирбиса тата унăн экосистемине сыхласа хăварассипе GSLEP (ДЖИСЛЕП) программăпа Бишкек декларацине пурнăçа кӗртеççӗ. Монголи, Кăркăсстан çӗршывӗсемпе тачă çыхăнса ӗçлеççӗ. Ку ыйтура Афганистанпа Будан çӗршывӗсен опычӗ те паха пирӗншӗн. (Сăнӳкерчӗк конференци сайтӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество