Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Интервью, статьясем

УСĂЛЛĂ КАЙĂК

Чӗпписем патне кунӗпе 372 хутчен апат йăтаççӗ

 

Чӗпписем патне кунӗпе 372 хутчен апат йăтаççӗ

 

Шăнкăрч – вăтам кайăк. Миçерине тата çулталăкăн хăш вăхăчӗ пулнине кура тӗсӗ расна. 2019 çулхи апрелӗн 8-мӗшӗнче тытнă шăнкăрч çапларахчӗ: тăршшӗ  – 22, пӗр çунатти – 10, хӳри 10 сантиметршар.  Амисем аçисенчен кăшт пӗчӗкрех, çавăнпа иккӗшӗ юнашар чух вӗсене уйăрма çăмăл. 

 

Шăнкăрчсем ăшă енчен апрелӗн пӗрремӗш декадинче таврăнаççӗ. 2017 çулта апрелӗн 1-мӗшӗнче, 2018 çулта апрелӗн 3-мӗшӗнче, 2018 çулта апрелӗн 3-мӗшӗнче, 2019 çулта мартăн 30-мӗшӗнче, 2020 çулта мартăн 15-мӗшӗнче, 2021 çулта апрелӗн 1-мӗшӗнче, кăçал апрелӗн 4-мӗшӗнче килчӗç. Мӗншӗн вӗсем тӗрлӗ вăхăта суйланин сăлтавне палăртма йывăр. Чăн малтан аçисем килеççӗ те йăва шырама пуçлаççӗ, амисем таврăнсан тӗрӗслеççӗ. Енчен те шанчăклă мар-тăк, аçисене урăх йăва шырама яраççӗ. Иккӗшне те йăва тивӗçтерет пулсан кăна тӗпленме шутлаççӗ. Малтан çемçе улăм, унтан типӗ утă, кайран тин вак тӗкпе мамăк пухаççӗ. 

Пирӗн 1-мӗш йăвана шăнкăрчсем мартăн 25-мӗшӗнче йышăнчӗç, шăп пӗр уйăхран, апрелӗн 25-мӗшӗнчен пусма ларчӗç. 12 кунран чӗпписем тухрӗç, вӗсене ашшӗ-амăшӗ 24 кун апат йăтса тăрантарчӗ. Шăнкăрч çемйи июнӗн 2-мӗшӗнчен йăвана урăх таврăнмарӗ. Тепӗр икӗ йăвапа та çаплах пулчӗ. Виççӗмӗшӗнчисем кăна икӗ кун ытларах пурăнчӗç йăвара, ку ӗнтӗ вӗсен – 5, малараххисен 4-шар чӗп пулнипе çыхăнчӗ-тӗр. 

 Шăнкăрчсен чӗпписем тухнине тӳрех пӗлме çук, мӗншӗн тесен сассисем илтӗнмеççӗ. Ашшӗ-амăшӗ ун-кун вӗçме тытăннă тăрăх кăна чӗпсем тухнине тавçăрма пулать. Пӗлтӗр кăна чӗпсем хăçан тухнине тӳрех палăртма май пулчӗ. Май уйăхӗн 12-мӗшӗнче ирпе ирех пахчана çӗрулми лартма тухсан хăнăхнă йăлапа йăвана пăхрăм та мана хирӗç шăнкăрч ами çăмарта хуппине йăтса вӗçсе тухрӗ те çӗр çине пăрахса хăварчӗ. Алла илсен кăна ку чăнах та шăнкăрч çăмартин пулнине ăнлантăм. Ашшӗ-амăшӗ виççӗ хутларӗ йăвана, хам мӗн курнине дневника çырса пытăм. Пилӗк кунран шăнкăрч йăви айӗн иртсе пынă чух майпен шиплетнӗ сасса илтрӗм. Чӗпсем ӳссе пынă май вӗсен сасси вăйланса кăна пычӗ. 

Шăнкăрчсем малтанхи вăхăтра йăвана вӗçсе кӗреççӗ те самантранах тепӗр порци апат илме каяççӗ.  

Май уйăхӗн 18-мӗшӗнче пӗр сехетре (6 сехет те 5 минутран пуçласа 7 сехет те 05 минутчен) мӗнле ӗçленине çырса пытăм. Пӗр шăнкăрч çак вăхăтра 13 рейс турӗ, кашнинче йăвара 1 минут та пӗр çеккунтран ытла тăмарӗ. Иккӗмӗшӗ 12 рейс турӗ, йăвара 1 минут та 5 çеккунт пулчӗ. Майăн 19-мӗшӗнче амипе аçи ирхине 4 сехет те 16 минутран пуçласа  20 сехет те  54 минутчен апат шыраса вӗçрӗç. Сехетне вăтамран 13 рейс тăваççӗ пулсан, кунӗпе 372 хутчен апат йăтаççӗ. 

Çакăн пек хăвăртлăхпа ӗçлесен те ывăнмаççӗ ахăр. Кун вӗçленнӗ тӗле аçи электропралук çине ларса юрă шăрантарчӗ, ами çав вăхăтра хамăр ăсталанă бассейнра шывра чăмпăлтатрӗ те аçи патне вӗçсе хăпарчӗ, унтан аçи анса 20 çеккунт çăвăнчӗ. Кайран юнашар ларса пӗр вăхăт çунаттисене тасатрӗç. Тепӗр 3 минут та 5 çеккунтран аçи çывăхри вăрман еннелле вӗçсе кайрӗ, 40 çеккунтран ами чӗпписемпе çӗр каçма йăвана кӗчӗ. 

Чӗпписене ӳстернӗ вăхăтра кăна мӗн чухлӗ хурт-кăпшанка пӗтернине шута илсен, вӗсем çав тери усăллă вӗçен кайăксем пулни курăнать.

Анчах юлашки çулсенче вӗсен шучӗ чакни сисӗнет. 10-12 çул каялла кăна-ха пирӗн – участокри 8 шăнкăрч йăвине те йышăнатчӗç, хăш-хăш çулхине аçисем йăвашăн çапăçнине те курма пулатчӗ. Юлашки 2-3 çулта 6 шăнкăрч йăвинчен те иккӗшӗ çерçисем валли пушă юлать. 

 Шăнкăрчсен тăшманӗсем – чакаксем, чанасем, ула кураксемпе  кушаксем. Вӗсене йăва çывăхӗнче асăрхасанах хытă кăшкăрса асăрхаттараççӗ, анчах вӗсен пурпӗр чӗпписене сыхласа ларма вăхăчӗ çук, апат шырама каймалла. 

Йăвана кашта çине çакнă чух кушаксенчен çакăн пек мел пулăшать: йăваран 1,5-2 метр аяларах шалчана шăвăç татăкӗпе çавăрса илмелле.  Ун çине чӗрнепе çакланайманнипе кушак малалла хăпараймасть. Чакак таврашсем хăш чух чӗпсен ашшӗ-амăшне те тытни пулать. Вӗсем йăва тăррине лараççӗ те шăнкăрч вӗçсе тухасса кӗтеççӗ. Хайхи пуçне кăтартсанах мăйӗнчен каплаттараççӗ. Тӗслӗхрен, пӗлтӗр пӗр шăнкăрч йăвине тасатнă чухне типсе скелетленнӗ пилӗк чӗп виллине тупрăм. Вӗсен ашшӗпе амăшне те чакак тавраш тытнипе чӗпсем выçса вилнӗ пулмалла. 

Чӗпсем тухсан тăватă эрнерен шăнкăрч амипе аçи вӗсене илӗртсе йăваран кăларма тытăнаççӗ. Кун валли кайăк апат йăтса йăва çывăхнех вӗçсе пырать, анчах çăварӗнчи апатне пама васкамасть, йăван шăтăкӗ умӗнчен ирте-ирте хăй патне чӗнет. Çак вăхăтра тепӗр шăнкăрч вӗçсе çитет, малалла вӗсем чӗпписене иккӗшӗ харăс чӗнме тытăнаççӗ. Темиçе хут çапла тунă хыççăн хайхисем курăнса каяççӗ. Чӗпписенчен юлашки вӗçсе тухсан çемье йăвапа сывпуллашса ытти шăнкăрчсен ушкăнӗпе пӗрлешет.

Чӗпсем июнӗн 2–6-мӗшӗсенче (пӗлтӗр июнӗн 10–12-мӗшӗсенче) йăваран вӗçсе тухрӗç. Малалла вӗсем пысăк ушкăнра, ашшӗ-амăшӗн хӳттинче хăйтӗллӗнлӗхе хăнăхаççӗ. Чӗпсене вӗсем сасăран уйăраççӗ, кăнтăра вӗçсе кайиччен те çемье саланмасть. Ăшă енне кайиччен пӗрре мар тăван йăва патне çемйипех вӗçсе килеççӗ те аслисем çамрăккисене килес çул йăва мӗнле суйламаллине вӗрентеççӗ. 

Хушăк-çурăклă е шал енне пусма çапнă, кӗрсе тухмалли шăтăкӗ 50 миллиметртан пӗчӗк пулсан кун пек йăвана йышăнмаççӗ. Эпир вӗренекенсемпе пӗрле шăнкăрч йăвисене хăвăллă йывăçран ăсталама тăрăшатпăр. Хăмаран çапса тунинчен вӗсем ăшăрах та, шанчăклăрах та. Эп сăнанă тăрăх, шăнкăрчсем тухса кӗмелли шăтăкӗ хӗвелтухăçнелле тухакан йăвасене ытларах килӗштереççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: природа