Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КӲРШӖЛЛӖ РЕГИОНСЕН ЕРТӲÇИСЕМ ТӖЛ ПУЛЧӖÇ

Майăн 11-мӗшӗнче кӳршӗллӗ регионсен туслă хутшăнăвӗсем ТР Президенчӗ Рустам Миннихановпа ЧР Пуçлăхӗ Олег Николаевăн ӗçлӗ тӗлпулăвӗпе çӗнӗрен çирӗпленчӗ. Пирӗншӗн ку пӗлтерӗшлӗ пулăм. Тутарстан Президенчӗ Чăваш Республикин Пуçлăхне Хусан Кремлӗнче кӗтсе илчӗ. Тӗлпулăвăн тӗллевӗ – 1941-1942 çулсенче Тăван çӗршыва тăшманран хӳтӗлессипе Хусан обвочӗпе Сăр хӳтӗлев чиккин строительствин 80-çуллăхне халалланă мероприятие хутшăнасси. Çак тӗллевпе ТР тата ЧР Культура министерствисем пӗрле «Тылри паттăрлăх» патриотизм марафонне ирттерчӗç.

Уяв концерчӗ Г.Тукай ячӗллӗ Тутар патшалăх филармонийӗнче иртрӗ. Унччен маларах Рустам Миннихановпа Олег Николаев регионсен экономика, культура, вӗрентӳ сферисенчи хутшăнăвӗсемпе çыхăннă ыйтусене сӳтсе яврӗç. Кирлӗ ӗçлӗ хутшăнусен шутне наукăри, сывлăх сыхлаври, çамрăксен политикинчи çыхăнăва кӗртрӗç. Тутарстан Президенчӗ Чăваш Ен Пуçлăхне «ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 çул» медальпе чысларӗ пулсан Олег Николаев Рустам Минниханова Сăр тата Хусан хӳтӗлев чиккисен 80-çуллăхне халалланă медальпе наградăларӗ. Юлашкинчен республика ертӳçи кӳршине кăçал Элкел районӗнче иртекен «Уява» тата «Россия – Исламский мир»: KazanSummit» экономика саммитне хутшăнма чӗнчӗ, Олег Николаев килӗшрӗ. 

Ӗçлӗ тӗлпулу хыççăн кӳршӗллӗ республикăсен ертӳçисем уяв концертне хутшăнчӗç. Унта вӗсем Сăр тата Хусан хӳтӗлев чиккисен строительствипе çыхăннă «Тылри паттăрлăх» патриотизмла марафонра ӗçпе палăрнисене Тав хучӗсемпе чысларӗç: Олег Николаев тутарстансене, Рустам Минниханов чăвашеньсене. Çапла кăмăллă лару-тăрупа вӗçленчӗ тӗлпулу. Тӗрӗссипе эпир, Тутарстан чăвашӗсем, çакна тахçанах кӗтеттӗмӗр – туслă хутшăнусене ӗçпе çирӗплетессе. 

Ирина ТРИФОНОВА. 

Сăнӳкерчӗк president.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев