Сувар

Кӳршӗллӗ республикăсенчен килнисене те карантина ярасшăн

Ӗçе ютран килнисене май пур таран сахалрах явăçтармалла е пандеми вăхăтӗнче килӗсене ямасăр республика территорийӗнчех пурăнтармалла.

Тутарстанра коронавирус чирӗ тăрук ӳссе кайнин сăлтавӗсенчен пӗри чи вăл –  ют регионсенчен чир илсе килни. Кун çинчен хăйӗн шухăшне ТР Президенчӗ Рустам  Минниханов муниципалитетсемпе ирттернӗ ларура пӗлтернине хыпарлать «Татар-информ».

«Вахта мелӗпе пирӗн республикăра нумайăн ӗçлеççӗ. Çавна пула йывăрлăхсем те пирӗн. Апла-тăк, Мускавпа Санкт-Петербургран кăна мар, кӳршӗллӗ республикăсенчен килекенсене те крантинра лартмалла», – тенӗ вăл. Президентăн шухăшӗпе Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн  ертӳçи Мария Патяшина та килӗшет. Ун сăмахӗсем тăрăх, Çырчаллинчи «Тэмпо» завода Удмурт Республикин çынни чир илсе килни паллă пулнă. Çавăнпа ӗçе ютран килнисене май пур таран сахалрах явăçтармалла е пандеми вăхăтӗнче килӗсене ямасăр республика территорийӗнчех пурăнтарма сӗннӗ вăл. Аса илтеретпӗр, маларах Мускавпа Санкт-Петербургран килнисене самоизоляцире ларма хушнăччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: