Кӑштах кулӑш-2
Мирун та яшкана сыпса пăхать, унăн та куççулӗсем юхса анаççӗ
Чăнкă Мирунпа арăмӗ апата ларнă. Арăмӗ пӗр кашăк сыпса илет те куçӗнчен çутă тумламсем юхса анаççӗ. Яшки сыпма çук тăварлă иккен.
– Мӗншӗн макăратăн? – ыйтать Мирун.
– Анне çакăн пек яшкана питӗ юрататчӗ, ăна аса илтӗм те йӗрсе ятăм, – хуравлать хӗрарăм.
Мирун та яшкана сыпса пăхать, унăн та куççулӗсем юхса анаççӗ.
– Эсӗ мӗншӗн йӗретӗн тата? – ыйтать арăмӗ.
– Эпӗ те санăн леш тӗнчене ăсаннă, мана çакăн пек ним тума пӗлмен хӗрне тыттарса хăварнă аннӳне аса илтӗм çав, – тесе хучӗ тет Мирун.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев