Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кӑштах кулӑш – 3

Вăрăсем пӳрте пӗтӗмпех тустарса тухаççӗ, арчасăр пуçне нимӗн те тупаймаççӗ.

 Кукша Кӗркури хӗрне çураçаççӗ. Хӗр тупри валли пӗр арча хатӗрлеççӗ.​ ​ Çакăн çинчен вăрăсем илтеççӗ те çӗрле Кӗркури килне йăпшăнса кӗреççӗ. Кукша шăв-шав илтсе вăранса каять, арчари туприне кăларса урăх çӗре пытарать те арчине хăй кӗрсе ларать.
Вăрăсем пӳрте пӗтӗмпех тустарса тухаççӗ, арчасăр пуçне нимӗн те тупаймаççӗ. Арча питӗ йывăр пулса тухать, вăрăсем ăна аран-аран темле ишӗлчӗксем патне илсе çитереççӗ. Кунта тинех арча хуппине уçаççӗ те питне аллисемпе хупласа ларакан Кӗркурие кураççӗ.
– Мӗн тума питне хупласа ларатăн? – тесе ыйтаççӗ вăрăсем.
– Намăс мана сирӗн валли хам килте нимӗн те тупăнманшăн. Арчана та шăпах çавăнпа, вăтанса кӗрсе лартăм, – тет Кукша.​ ​ ​ ​
* * *
Килсӗр​ Макçăм​ вăрманпа пынă чухне питне маскăпа хупланă çынна тӗл пулать.
– Ан хускал. Эпӗ Робин Гуд, пуянсене çарататăп та чухăнсене салатса паратăп мӗн çаратнине, – тет хурах.
– Эпӗ пуринчен те чухăнраххи вӗт, – кăшкăрса ярать Макçăм.
– Апла пулсан акă, ил, – укçа, хаклă япаласем парать те ăна маскăллă çын, çухалать.​ ​ ​ ​ ​
– Эпӗ пуян, эпӗ пуян! – кăшкăрма тытăнать савăнса кайнă Макçăм.
Çавăнтах тӗм хыçӗнчен маскăллă çын тухса тăрать:
– Ан хускал, эпӗ Робин Гуд!
​ * * *
​ Вырăс улпучӗ, çулçӳреве тухнăскер, Кукша Кӗркури патне пырать:
– Кӳршӳ, Ахманей, эсӗ юмăç пăхма ăста терӗ. Мӗн пуласса чăнах та каласа пама пултаратăн-и вара? – ыйтать вăл.
– Паллах пултаратăп, – тет Кукша, – анчах та арăмпа пӗрле кăна.
– Епле тата вăл? – ыйтать улпут.
– Авалтанах çапла пырать пирӗн, эпӗ мӗн шутлани арăмăн шухăшӗпе нихăçан та килӗшсе тăмасть. Акă, сăмахран, каçхине пӗлӗтсем çине пăхса эпӗ «ыран çумăр пулать» терӗм-тӗк, арăм яланах: «Ыран уяр çанталăка кӗт», – тесе хурать. Çапла вара эпир мӗн калани темиçе çул ӗнтӗ яланах пурнăçланса пырать. Е унăн, е манăн сăмахсем тӳрре килеççӗ. Урăхла нихăçан та пулман, – ăнлантарать Кукша. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев