Кӑштах кулӑш – ӗҫре пулӑш
Чӗрнисене каҫнӑ арҫын ҫуллана хатӗр
Хӗрарăм çуллана хатӗрленет: кремсем, темиçе тӗрлӗ купальник, çуллахи кӗпесем, туфли, шорты, шлепкесем... туянать.
Арçын çуллана хатӗрленет: чӗрнисене касать те – хатӗр! Чип-чипер!
* * *
Арçын ача кейс йăтса иртекен прокуратура ӗçченне:
– Пичче, сирӗн дипломатăрта мӗн вара унта?
– Коррупци пирки пысăк ӗç, ульăм...
– Мӗншӗн шăмпăлт-шăмпăлт тăвать вара вăл?
– Мӗншӗн тесен ăна уçса паман-ха...
* * *
– Эс мӗн, качча та тухса ӗлкӗртӗн-им? – ыйтаççӗ нумай пулмасть шкул пӗтернӗ хӗртен.
– Çапла.
– Мӗнле вара?
– Ача чухнехи пек: çӗрлеччен ан çӳре, палламан арçынсемпе ан калаç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев