Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кӗте-кӗте вилсе те выртăн

Статистика коронавирус чакнине кăтартать, анчах тӗрӗс-ши вăл? Тен, çӳлтен цифрăсене пӗчӗклетме хушнă? Çывăх çынсем вируспа чирлеме пуçларӗç. Вӗсем каласа панă тăрăх, телевизорпа кăтартнă пек мазок илме тӳрех килмеççӗ, анализ результатне те эрнене яхăн кӗтмелле. Чăнах коронавирус пулсан? Результат кӗте-кӗте пневмонийăран вилсе выртăн. Чирленӗ çынпа çыхăну пулнине пӗлтерсен те сиксе ӳкмеççӗ. Мӗне пӗлтерет ку? Тата коронавируспа чирлесен те, диагноз «пневмония» е ОРВИ тесе çыраççӗ. Мӗншӗн?

 Те шанмалла ку цифрăсене, те çук? Сăлтавӗ те пур. Пӗлекен, паллакан çынсем чирлеме пуçларӗç. Анчах статистика çапларах: паян республикăра Covid-19 вируспа чирленисен шучӗ 63 çынпа танлашнă. Вӗсенчен пӗр пулăмӗ кăна илсе кӗни, ыттисем пурте ертнисем. 14 çынна больницăна хунă. 49-шӗ килте сипленет. Пуринчен ытла 30-50 çултисем чирлеççӗ, пурӗ 23 пулăм, вӗсен хыççăн 50 – 60-тисем – 14-ăн. Çамрăксем чирлени пуринчен ытла хумхантарать, 18 – 30 çултисен хушшинче 12-ӗн чирленӗ. Хуласенчен малта Хусан пырать – 42 пулăм, Çырчаллинче – 8 пулăм. Районсенче 1 – 3-рен иртмест. Пӗтӗмпе майăн 30-мӗшӗ тӗлне Тутарстанра 3142 çын чирленӗ.  

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» сайтран.    

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: здороаье