Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КУ КАЧЧĂСЕМ ЕКАТЕРИНБУРГА КАЙРӖÇ

Декабрӗн 22-мӗшӗнче призывниксене Табашинăри, Балашихăри, Екатеринбургри, Кизнерти, Самарти, Красное Селори тата Молвинăри çар чаçӗсене ăсатрӗç.

Черетлӗ призыв кампанийӗ вӗçленме тата темиçе кун кăна юлчӗ. Пӗтӗмпе республикăран кӗрхи призывра 3,5 пин каччă салтак ретне тăмалла. Тӗпрен илсен,  çак каччăсенчен чылайăшӗ çар чаçӗсене çитнӗ те ӗнтӗ. Тутарстансем  хальхинче те Тӗп тата Хӗвелтухăç  çар округӗсенче хӗсмет иртӗç. Декабрӗн 22-мӗшӗнче призывниксене Табашинăри, Балашихăри, Екатеринбургри, Кизнерти, Самарти, Красное Селори тата Молвинăри çар чаçӗсене ăсатрӗç.  Яланхи пекех хальхинче те призывниксен йышӗнче  чăваш каччисем те сахал мар.  Пурне те çăмăл та ăнăçлă служба сунатпăр.  (ТР Çар комиссариачӗн сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: призыв