Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ку кăмпа карçынккана вырнаçмасть

Тутарстанри Карамал вăрманӗнче 6 килограмлă кăмпасем ӳсеççӗ.

Заинск районӗнчи Хасаншинсен çемйи Карамал вăрманӗнче капашсăр пысăк кăмпа тупнине хыпарлать «Татар-информ» ИА «Новости Заинска» хаçатăн хыпарӗ çине таянса. Эдуардпа Оксана Хасаншинсем хăйсен хӗрӗсемпе Даринăпа тата Самирăпа çак кунсенче вăрмана кайнă та пӗринчен тепри пысăкрах 7 сыр кăмпи (дождевик) курах кайнă. Шӳтшӗн тенӗ пек, иккӗшне кăна татнă вӗсем, хăйсем каланă тăрăх, тепӗр пиллӗкӗшне ытти кăмпаçăсем валли хăварнă. Киле çитсен кăмпасене виçсе пăхнă та пӗри 6 килограмм, тепри 2,5 килограмм таять иккен. «Виçнӗ пысăк кăмпасемпе сăн ӳкерӗннӗ хыççăн ту-у-утлă кăмпа яшки пӗçерсе çирӗмӗр»,– тенӗ кил хуçи кăмпасене ăçта хуни çинчен ыйтсан. Те тӗрӗсех каланă, те кăшт ӳстернӗ – паллă мар. Çемье  кашни сезонрах  вăрманта кăмпа пуçтарать иккен, кăрăçӗ, масла кăмпи, тӗпчӗк кăмпи... хăш чухне кун пек сыр кăмписене те. Ӗлӗкрех пулсан Хасаншинсен капмар кăмписем çинчен, тен, ыттисем пӗлмесӗрех юлатчӗç пуль, халӗ вара тӗрлӗ гаджет пур чухне кун пек хыпара хамăрта тытма май çук. Çемье те акă сыр кăмписемпе ӳкерӗннӗ сăнӳкерчӗке районта иртекен «Кӗркунне рекорчӗсем» конкурса ярса панă.  (zainsk-inform.ru сăнӳкерчӗкӗ)


 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество