Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ку лавккара банк картти те, телефон та кирлӗ мар

SELFIETOPAY căн тăрăх тӳлев, персоналлă сканерсем, çӳлӗксемпе черетсен видеоаналитики, прайсчекерсем,туянакансем валли дисплейсем, электронлă хаксем, тӳлевсӗр WI-FI, мини-кафе... тата ытти çӗнӗлӗх. Паян Хусан хулинче «Магнит» сечӗн çакăн пек инновацилле «у дома» лавкки уçăлчӗ. Хальлӗхе Раççейре пӗрремӗш.

Çӗнӗлӗх халăх туянакансен кăмăлне кайнипе кайманнине шăпах хусансем çинче тӗрӗслесе пăхасси пӗр ахаль мар иккен. Краснодар «Магничӗ» Тутарстанăн партнерӗ пулнипе кăна та çыхăнман ку (республика территорийӗнче ку сечӗн хальлӗхе 1700 лавкка), инновацисемпе усă курассипе малта пыракан регион пулнипе. Çӗнӗ технологиллӗ лавккан тӗллевӗ – туянаканшăн меллӗ тăвасси. Çӗнӗлӗх алăкран кӗрсенех кӗтсе илет. Калăпăр, персоналлă сканер тăкака çийӗнчех шутласа пыма май парать. Халăх тăтăш туянакан таварсен çулӗкне электронлă сервиспа тивӗçтерни мӗнле тавар çине çав кун акци пуррине, хака пӗр йăнăшмасăр кăтартать. Кунти апат-çимӗç пахалăхне вара хупă алăклă холодильник оборудованийӗ упрать. Кашни утăмрах тенӗ пек  вырнаçтарнă дисплейсем тӗрлӗ информаципе илӗртеççӗ. Вырăнти производителӗн таварне те тӳрех палласа илетӗн, вӗсене ятарлă паллăпа палăртнă. Банк карттине е телефона манса хăварни те чăрмав мар кунта. Кассăра тӳлес тесен ятарлă дисплей çине сăн лекмелле кăна. Кун валли «Магнитăн» ятарлă приложенине телефон çине куçармалла çеç. Унта банк карттин номерне, паспорт даннăйӗсене, сăна кӗртмелле. Чи интересли, ку приложнение ачасен сăнне кӗртме те пулать. Вӗсене мӗн туянмаллине, тата миçе тенкӗ тăкаклассине ашшӗ-амăшӗ приложенире палăртать. Лавкка тăрăх çӳресе ывăнсан кунтах мини-кафере вырăнта пӗçерекен кукăльсемпе чей, кофе ӗçме пулать. Тӳлевсӗр WI-FI, телефона зарядка лартмалли хатӗрсем те пур. Инновацилле лавккан малашлăхӗ пуласси иккӗленӳллӗ мар, кун пирки лавккана уçма килнӗ ТР промышленноçпа суту-илӳ министрӗ Альберт Каримов та малашне мӗнпур лавккана ку хатӗрсем çитессине палăртрӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество