Ку сăвăсем никама та килĕшмеççĕ пулĕ тесе шутлаттăм…
Нумай пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче паллă чăваш çыравçин, куçаруçин Галина Матвееван «Çил çинчи турат» кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Ӗçе вăраха ямасăр поэзие юратакансем çӗнӗ кӗнекене тишкерсе хаклама та пуçтарăнчӗç.
Вӗсен хушшинче литература критикӗсем, университет преподавателӗсем, писательсемпе поэтсем, автор ӗçтешӗсем, çывăх çыннисем тата вулакансем пулчӗç. Хăтлав Чăваш наци библиотекинче иртрӗ.
Кӗнекене сăвăсем, икӗ поэма тата куçарусем кӗнӗ. Тӗрлӗ темăпа çырнă вӗсене. Юрату лирики те, гражданла лирика та, çутçанталăк лирики те палăрса тăрать унта. Кăларăмра Тăван çӗршывăн Аслă вăрçипе тата паянхи ятарлă çар операцийӗпе çыхăннă сăвăсемпе куçарусем те пур.
Малтанах Галина Алексеевна пухăннисене килме май тупнăшăн тата кӗнекене кăларма пулăшнă тăванӗсене, Чăваш кӗнеке издательствине тав сăмахӗ каларӗ. Унтан кӗнеке мӗнле çурални, хăй мӗншӗн шăпах çак сăвăсене суйласа илни çинчен каласа пачӗ. «Кунта хама килӗшекеннисем те пур, килӗшменнисем те пур. Ку сăвăсем никама та килӗшмеççӗ пулӗ тесе шутлаттăм. Социаллă сетьсенче, пăхатăп та, хама килӗшмен сăвăсене те ырласа хак параççӗ. Апла, кашни сăввăн хăйӗн вулаканӗ. Эпӗ юрату çинчен çырнă сăввăмсене «юрататăп» сăмаха кӗртес мар тесе тăрăшатăп. Çак сăмахсăрах пысăк туйăма уçса пама пулать, чăваш чӗлхипе пушшех те», – тет автор. Пуçтарăннисем вара кашни сăвăра шăпах та юрату туйăмӗ курăнса-туйăнса тăнине асăрхарӗç. Кун пирки Чăваш Республикин Профессиллӗ çыравçăсен пӗрлӗхӗн ертӳçи Улькка Эльмен автор юратăва сăмахсем хушшине питӗ ăнăçлă пытарать терӗ.
Филологи ăслăлăхӗсен кандидачӗ Ирина Софронова тӗплӗ тишкерсе хакларӗ: «Калас сăмаха кӗскен, уçăмлăн калать, сăмаха ытлашши вакласа сăвва тăсса ямасть. Тата малалла вулас килет, мӗншӗн тесен унта – хитре сăмах майлашăвӗсем, хитре сăнарлавсем, анчах, шел пулин те, сăвви вӗçленет. Автор хăй курни-туйнине чӗррӗн кăтартса пама пултарать». Галина Алексеевна сăввисенче интеллектуаллă поэзи паллисем пуррине те асăнса хăварчӗ.
Поэзи каçӗнче тухса калаçакансем – филологи ăслăлăхӗсен докторӗ Юрий Артемьев тӗпчевçӗ, ЧР Профессиллӗ çыравçăсен пӗрлӗхӗн ертӳçи Улькка Эльмен, Чăваш халăх поэчӗ Юрий Сементер, Лидия Сарине, Николай Максимов, Елен Нарпи, Василий Кервен, Анатолий Хмыт çыравçăсем, ЧР Вӗренӳ институчӗн доценчӗ Надежда Иванова тата ыттисем те – сборникри хăйсене килӗшнӗ сăвăсене вуласа пачӗç, Галина Алексеевнăн кӗнекине пысăк хак пачӗç, хăй çырнă сăввисем те, куçарăвӗсем те çӳллӗ шайра пулнине палăртрӗç, çак ӗçе малашне те туса пыма хавхалану, çирӗп сывлăх сунчӗç тата та çӗнӗ кӗнекесем кӗтнине систерчӗç.
Алина МАЙОРОВА,
Чăваш кӗнеке издательствин редакторӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев