News by date 29 October 2023
-
Ку сăвăсем никама та килĕшмеççĕ пулĕ тесе шутлаттăм…
Нумай пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче паллă чăваш çыравçин, куçаруçин Галина Матвееван «Çил çинчи турат» кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Ӗçе вăраха ямасăр поэзие юратакансем çӗнӗ кӗнекене тишкерсе хаклама та пуçтарăнчӗç.
-
Пирĕн яла лайăх çул çитрĕ
Эпӗ Аксу районӗнчи Кӗçӗн Акташ поселокӗнче çуралса ӳснӗ. Шкул пӗтерсен Çырчалли хулинче пурăнма пуçларăм. Анчах та яланах тăван поселока килес килетчӗ. Паллах, май пулсанах каяттăмччӗ унта. Анчах та çул çуккипе тарăхаттăмăр.
-
Тĕпчевçĕ те, çыравçă та
Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи Александр Семенов 70 çул тултарнă май
-
Александр Никонович СЕМЕНОВ 70 çулта!
Юратнă мăшăра, аттене, кукаçие, шăллăмăра, пиччене, хăтана – Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Хусанта пурăнакан Александр Никонович СЕМЕНОВА октябрӗн 29-мӗшӗнче 70 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламтпăр!