Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пирĕн яла лайăх çул çитрĕ

Эпӗ Аксу районӗнчи Кӗçӗн Акташ поселокӗнче çуралса ӳснӗ. Шкул пӗтерсен Çырчалли хулинче пурăнма пуçларăм. Анчах та яланах тăван поселока килес килетчӗ. Паллах, май пулсанах каяттăмччӗ унта. Анчах та çул çуккипе тарăхаттăмăр.

Çумăр çусан, тăман тухсан поселока çитме çукчӗ. Çурхи шыв аннă чух, кӗрхи çумăрсем пуçлансан тăван яла уйăхӗ-уйăхӗпе каяймастăмăрччӗ. Автобуссем яла кӗрейменнипе шкул ачисем вӗренме те çӳрейместчӗç. Чирлес пулсан васкавлă пулăшăва кӗтсе илейместӗн, пушар сӳнтерекен машинăсем те çитмелли çӗре çитейместчӗç. 

Кӗçӗн Акташра пурăнакансем çул пирки мӗн чухлӗ ӗмӗтленмен-ши... Поселокран Чистай – Аксу çул çине тухас тесен 2 километр ытла утмалла. 

Пӗлтӗрхи октябрь уйăхӗнче ТР Транспорт тата çул-йӗр хуçалăхӗн министерстви çумӗнчи Тутарстанăн çул-йӗрпе транспорт комплексне тытса тăрас тата аталантарас енӗпе тӗп управленийӗнчен хыпар килчӗ: Тутарстан Президенчӗ (халӗ Раисӗ) Р.Н.Минниханов вакă чул сарса çул тума укçа уйăрнă иккен. Анчах та кӗç-вӗç хӗл ларас чух ӗçе пуçламарӗç, паллах, 2023 çула куçарчӗç. Чăн та, кăçал май уйăхӗнче тытăнчӗç те сентябрьте ӗçе вӗçлерӗç. 

Çул туса панăшăн РФ Президенчӗн администрацине, ТР Раисне Р.Н.Минниханова, Аксу районӗн администрацине, «Главтатдортранс» Патшалăх учрежденине, çул-йӗр хуçалăхӗн ӗçченӗсене Кӗçӗн Акташ поселокне вак чул сарнă çул туса панăшăн, ял урамӗнче асфальтлă çул сарнăшăн питӗ пысăк тав!

Пирӗн чăваш поселокне те лайăх çул çитрӗ! Тав сире пурне те, пирӗн ӗмӗте пурнăçлакансем!

Нина АЛЕКСЕЕВА.

Аксу районӗ,

Кӗçӗн Акташ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: дороги