Маларах вӑл газопровода сирпӗтекенсен эшкерӗн пуҫлӑхӗ пулса тӗрмере ларса тухнӑ пулнӑ ӗнтӗ
Полици уйрӑмӗ ҫине тапӑннӑ 16 ҫулхи Марат Замалиевӑн тӑван мар ашшӗне Кукмор район сучӗ декабрӗн 30-мӗшӗччен арестленӗ.
Аса илтеретпӗр, ҫул ҫитмен ҫамрӑк октябрӗн 30-мӗшӗнче Кукморти полици уйрӑмне "Молотов коктейлӗпе" ҫунтарса ярасшӑн пулнӑ. Анчах полицейскисем унӑн ӗҫне чарнӑ.
Тытса чарнӑ вӑхӑтра хурах правона сыхлакансене хирӗҫ тӑнӑ, сотрудниксенчен пӗрне суранлатнӑ. Полицейскисем ӑна персе пӑрахаҫҫӗ.
Каярах Раҫҫей следстви комитечӗн Тутарстанри управленийӗ пулса иртни пирки уголовнӑй ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви органӗсем Марат Замалиевӑн тӑван мар ашшӗне Кукморти полици уйрӑмӗ ҫине тапӑннӑ ҫӗре хутшӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа следстви пынӑ вӑхӑта арестленӗ те.
Маларах вӑл газопровода сирпӗтекенсен эшкерӗн пуҫлӑхӗ пулса тӗрмере ларса тухнӑ пулнӑ ӗнтӗ. 2001 ҫулта ӑна 14 ҫул та 6 уйӑха колонине ӑсатнӑ пулнӑ.
Нет комментариев