Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КУН ПЕК КОНЦЕРТ ТАХÇАНТАНПА КУРМАНЧЧӖ

Çӗпрел Хусана куçса килнӗ пек те туйăнса кайрӗ пӗр вăхăта

Муниципаллă районсен хушшинче иртекен «Тутарстанăн культурăллă тӗп хули» республика конкурсӗ хӗрсе пырать. Пӗрин хыççăн тепри Хусана районсем килеççӗ. Иртнӗ эрнере Çӗпрел тата Азнакай районӗсен, ку эрне пуçламăшӗнче Çырчалли хулин культура кунӗсем иртрӗç. 

 

Çӗпрел кунӗ «Московский» культура центрӗнче пулчӗ. Курма килекенсем йышлăнччӗ, ытларах çак районтан тухнисем. Хусанта вӗсем пысăк йышпа пурăнаççӗ. Çанталăкпа та ăнчӗ. Курав Культура центрӗ умӗнче те йӗркеленӗччӗ. Кунта районта туса илекен ял хуçалăх продукцине тутанса пăхма, киле валли туянма пулчӗ.

Хусансемпе хăнасене çӗпрелсем урамра çăкăр-тăварпа, юрă-ташăпа кӗтсе илсе шала иртме йыхравларӗç. Фойере ал ӗç ăстисен пысăк куравӗ тата мастер-классем ӗçлерӗç. Мӗн кăна çукчӗ-ши кунта?! Йывăçран тата ытти материалтан хатӗрленӗ савăт-сапа, кил-çурта хăтлăх кӗртме декор япалисем, тутар тата чăваш хӗрарăмӗн капăрлăхӗсем, хохлома савăт-сапи тата тем те. Кивӗ Чакăра пурăнакан Анатолий Иванов кăмăл пуррисене хаваспах карçынкка çыхма вӗрентессипе мастер-класс пачӗ, Çӗнӗ Упире пурăнакан Наталия Куракина Анастасия хӗрӗпе пӗрле пир тӗртме вӗрентрӗç, Таслима Замалетдинова – çăм арлама. Ӳнер искусствин тӗрлӗ тӗспе аппаланакансен ӗçӗсемпе экспозицисем йышлăччӗ. Зульфия Калимуллина ӳкерсе илемлетнӗ кӗленче савăтсен, Чăваш Паснапуçӗнчи пуçламăш шкул директорӗн Галина Кудряшован тухйи-хушпăвӗсен, пӗтӗм районтан пуçтарнă сăмаварсен куравӗ умӗнчен çын татăлмарӗ. Чи курăнакан çӗре Çӗпрел муниципаллă районăн тӗрленӗ карттине вырнаçтарнă. Ун умӗнче те нумай çын пуçтарăнчӗ, ку районтан тухнисем картта çинче хăйсен ялӗсене шырарӗç. Пӗтӗмлетсе каласан, курав Çӗпрелӗнче пурăнакан халăхсен йăлари культурипе, кулленхи пурнăçӗпе туллин паллаштарчӗ. 

Çӗпрел районӗн культура кунне уçнă çӗре район пуçлăхӗ Марат Гафаров, ТР культура министрӗн çумӗ Ленар Хакимзянов хутшăнчӗç. «Эпир паян Хусана хамăрăн хăйевӗр культура пуянлăхӗпе  паллаштарма килтӗмӗр. Пирӗн районта чăвашсем, тутарсем, вырăссем, узбексем, мордвасем, пурӗ – 19 наци таран пурăнаççӗ. Эпир хамăрăн пултаруллă та паллă çынсемпе, ентешсемпе, паттăрсемпе мухтанатпăр, мăнаçланатпăр. 18 Герой тухнă пирӗн тăрăхран. Вӗсенчен пӗри – Газинур Хайруллин паян кунта, пирӗнпе пӗрле. Эпир пӗрле чух вăйлă», – терӗ Марат Гафаров залра ларакансене уявпа саламласа. 

Ленар Хакимзянов культура кунӗсем ентешсене пӗрле пуçтарăнса савăнма май пани çинчен каларӗ. «Çӗпрел республикăн хăвăрт аталанса пыракан районӗсен шутӗнче. Куравра тунă çитӗнӳсемпе туллин паллашма пулчӗ. Пурне те уявпа!» – терӗ министр çумӗ. 

Малалла «Балкы син, Чупрэлем!» концерт программи пуçланчӗ. Сцена çине пӗрне-пӗри ылмаштарса «Хӗлхем», «Çӗпрел», «Калинушка», «Яшлэк», «Родничок» ача-пăча тата халăх фольклор ансамблӗсем, илемлӗ пултарулăх ушкăнӗсем тата уйрăм юрăçсем тухрӗç. Кӗрлесе тăчӗ «Московский» культура центрӗ. Çӗпрел Хусана куçса килнӗ пек те туйăнса кайрӗ пӗр вăхăта. Ентешӗсене хавхалантарас тӗллевпе концерта паллă композитор, ТР тава тивӗçлӗ искусство ӗçченӗ, музыка премийӗсен лауреачӗ, Раççей композиторӗсен союзӗн пайташӗ, пианист тата çак район мăнукӗ Эльмир Низамов хутшăнни ăна çӳллӗ шая çӗклерӗ. «Кун пек концерт тахçантанпа курманччӗ», –  кăмăллăн калаçса залран тухрӗç куракансем. 

 

Ирина ТРИФОНОВА. 

Т.Васильева сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев