Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кун пек хӗрӳ пысăк чемпионатра та пулмасть

Чăваш Енри Вăрмар районне кӗрекен Пысăк Енккасси ялӗ Афганистанра интернационаллă тивӗçе пурнăçланă ентешне Виктор Гаврилов гварди аслă сержанта асăнса çулсерен ял урамӗсен командисен хушшинче мини-футболпа турнир ирттерет. Кăçалхи шучӗпе 17-мӗш пулчӗ. Ял урамӗсен хушшинче çакнашкал турнира ялти Культура çурчӗн ертӳçи, Виктор Гавриловпа пӗр хушаматлă Николай Гаврилов пуçарса янă. Çулталăкранах ку ӗçе Виктор Гавриловăн пӗртăванӗсем Валерианпа Владислав хутшăннă. Вӗсем кубок тата 5 урам команди, судьясем валли тум çӗлеттернӗ.

17-мӗш турнира хаклă хăнасем, çав шутра Виктор Гавриловăн мăшăрӗпе Ирина Геннадьевнăпа ывăлӗ Денис та, килнӗччӗ. Чăн малтан Санкт-Петербургпа Ленинград облаçӗн ЧНКА председателӗ Валериан Гаврилов пухăннисене пурне те саламланă май Федерацин Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗн, Раççей Геройӗн Николай Гавриловăн саламне вуласа пачӗ. Генерал-лейтенант хăй çырăвӗнче турнира йӗркелеме укçа-тенкӗ парса пулăшакансене, ял халăхне воин-интернационалиста манманшăн тав тунине пӗлтерет.

 

Хăнасем пӗри те пушă алăпа килменччӗ, «Сыны Отечества» организацин «Чăваш Енрен тухнă офицерсен» пӗрлешӗвӗн председателӗ Иван Николаев, тӗслӗхрен, Молодежная урам командин футболистне, ятарлă подразделенин майорне Василий Архипова, Андриян Николаевăн медалӗпе чысларӗ. Вăрмар муниципаллă округӗн пуçлăхӗн ертӳçин ятӗнчен унăн çумӗ Николай Павлов саламларӗ.

Турнир пуçланиччен пухăннисем Афганистанра тата Украинăри ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă ял çыннисене пӗр минут шăп тăрса асăнчӗç.

Ăмăртăва ялта пурăнакан ентешсем кăна мар, Ульяновск, Чулхула, Хусан, Çырчалли, Мускав, Мускав облаçӗ, Санкт-Петербургпа Ленинград облаçӗнчен килнисем те хутшăнни савăнтарать.

Ăмăрту хальхинче те питӗ интереслӗ те хӗрӳ иртрӗ, кун пеккине тепӗр чух пысăк чемпионатсенче те кураймăн. Кубока кам çӗнсе илесси юлашки тапхăр пуçланиччен те паллă пулмарӗ. Николаев урамӗн команди, тӗслӗхрен, пӗлтӗр юлашки матча выляса янине асра тытса питӗ тимлӗ вылярӗ. Çавăнпа кубока нимпе те вӗçертмерӗ. Иккӗмӗш вырăна Академическая урамӗн команди йышăнчӗ. Капитанӗ Владимир Алексеев, унпа пӗрле пултаруллă, турнирпа пӗр çулти ывăлӗ те вылянине палăртмалла. Виççӗмӗш вырăна Молодежная урам команди (капитанӗ Михаил Александров) тивӗçрӗ.

Судьясем пӗр саслăн пулса турнирта чи лайăх вылякан Владимир Григорьев, чи лайăх бомбардир Дмитрий Смирнов, чи лайăх вратарь Владимир Гаврилов тесе йышăнчӗç.

Йӗркелӳçӗсем ветерансене, командăсене пурне те асăнмалăх парне, Михаил Александрова вара ятарлă приз парса чысларӗç. Уяв спорт турнирӗпе кăна вӗçленмерӗ-ха, каçхине кашни урамра малалла тăсăлчӗ. Тахçан курман юлташсемпе, тăвансемпе тӗл пулма кашни хавас вӗт. Чăнах та республика патриочӗсен уявне çаврăнчӗ вăл.  (Валериан ГАВРИЛОВ. Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России