Сувар

КВН-щиксен чиперукӗ Америкӑна куҫса кайнӑ

Майямине куҫса кайнӑ пулсан та сьемкӑсене Мускавах ӳкерӗнме ҫӳрет

  «Урал пельменӗсем» шоуна хутшӑнакан Юлия Михалкова проектран тухса кайнӑ хыҫҫӑн АПШ-на куҫса кайнӑ, — кун пирки ФАН хыпарлать.

Халӗ артистка Майаминче. Халӑх тетелӗнче вӑл ҫывӑх планӗсем пирки каласа панӑ — пике унпа мӗн-мӗн пулса иртни ҫинчен кӗнеке ҫырма палӑртать.  Ҫав вӑхӑтрах унӑн Раҫҫее яланлӑха пӑрахса хӑварас шухӑш «нихҫан та, нимӗнле условисенче те» пулманни пирки палӑртнӑ.

Ҫулҫӳревре хӗр, хӑй каланӑ тӑрӑх, хавхалану шырать. Тӗслӗхшӗн вӑл хӑйсен произведенийӗсемпе ӗҫленӗ чухне ют ҫӗршывсене тухса кайнӑ ытти писательсене илсе кӑтартнӑ. Кӗнеке ҫырма Михалкова хӑйне валли виҫ-тӑватӑ уйӑх уйӑрнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, виҫӗ правилӑна пӑхӑнсан ҫак вӑхӑт хушшинче «хаваслӑ кӗнеке» ҫырма пулать: лайӑх ыйхӑ, уҫӑлса ҫӳрени тата концентраци.

Юлия Михалкова «Урал пельменӗсене» 2019 ҫулхи юпа уйӑхӗнче пӑрахса кайнӑ. Артистка ӗнентернӗ тӑрӑх ку йышӑну ӑнсӑртран пулман. Ӑнлантарнӑ чухне вӑл шоура хӑйӗн ӳсӗм чиккине ҫитни пирки, пӗр сӑнарта ҫеҫ чарӑнса тӑрас килменни ҫинчен каланӑ.

Сӑнӳкерчӗксем Ю. Михалкован Инстаграмри страницинчен. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: