Сувар

Лăпкăн çывăр, ентеш

Çарăмсан районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче çуралса ӳснӗ Дмитрий Никанорович Михлеев кинорежиссер нумай вăхăт чирленӗ хыççăн вилсе кайнă...

Беларуссирен хурлăхлă хыпар çитрӗ.  Пирӗн ентеш, паллă кинорежиссер, сценарист, çыравçă, Çарăмсан районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче çуралса ӳснӗ Дмитрий Никанорович Михлеев нумай вăхăт чирленӗ хыççăн октябрӗн 1-мӗшӗнче вилсе кайнă.

 Дитрий Никанорович 1942 çулхи январӗн 18-мӗшӗнче çуралнă. Чăваш. Çемьере 10-мӗш ача пулнă. Тăваттăра чухнех вулама вӗреннӗ, ачаллах сăвă, калавсем çырнă, лайăх ӳкернӗ. Çартан таврăнсан Хусан университечӗн журналистика факультетӗнче вӗреннӗ, «Советская Татария», «Комсомолец Татарии» хаçатсен корреспондентӗнче ӗçленӗ. Хусан университетӗнчи вӗренӗве пăрахса ВГИКа вӗренме кӗнӗ. Вӗреннӗ хушăрах «Картошка» фильм ӳкернӗ. ВГИК пӗтернӗ хыççăн ăна «Беларусьфильма» ӗçлеме чӗннӗ. Унта 1972-2001 çулсенче ӗçленӗ хушăра пурӗ 30 яхăн илемлӗ тата документлă фильм ӳкернӗ. «Поле перейдённое», «Ось земли» кӗнекесен авторӗ. Белоруссири чăваш обществăлла культура  пӗрлешӗвӗн хастарӗ. ( Сăнӳкерчӗк https://www.youtube.com/watch?v=RQuhn0EZrXw).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Теги: чуваши
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: