Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗлӗкхи пек пылчăк ҫӑрмастпӑр халь

Ҫӗнӗ Йӗлмел ял хутлӑхӗн унчченхи пуҫлӑхӗ те тутарччӗ

  Çак ялтан нумай паллă çын тухнă. Çавсенчен чи ятлисен шутӗнче паллă математик, обществăлла ӗçчен, И.Я.Яковлевăн вӗренекенӗ, статский советник Павел Миронов, пултаруллă этнограф тата педагог, пачăшкă Константин Прокопьев, Чӗмпӗрти чăваш шкулӗн,​ Н.Ф.Некрасовăн вӗренекенӗ, талантлă художник Дмитрий Архипов. Çӗршыв шайӗнче йӗр хăварнă çынсен списокне тата та тăсма пулать.​ Паянхи кун та Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗ хăй çыннисемпе мухтанма пултарать. Çыравçăсем, таврапӗлӳçӗсем, обществăпа культура ӗçченӗсем, вӗрентекенсем тата ыттисем. Чи пахи – ял-йыш вӗсене манманни, сума суни. РФ халăхсен чӗлхисемпе Хусанта çулсерен шкул ачисен хушшинче иртекен наукăпа практика конференцине тата вулавӗсене çӗнӗйӗлмелсем пӗрре мар хутшăннă. Вӗсем хăйсен тӗпчев ӗçне асăннă çынсемпе çырни питӗ паха, савăнтарать. Апла манмаççӗ.
Район центрӗнчен 14 çухрăмра вырнаçнă яла çул тытрăмăр эпир хамăрăн черетлӗ командировкăра. Кунта нумайранпах пулманччӗ. Çӗнӗ Йӗлмелне каякан çул районти асфальт завочӗ çумӗпе иртет. Сăмах май, завод хăйне уйрăм пӗчӗк хула пек курăнса ларать. Администраци çурчӗсене йăлт çӗнетнӗ, таса та тирпейлӗ. Çурт таврашӗсенче симӗс курăк ешерет. Пăхма кăмăллă.
Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхне икӗ ял кӗрет – Çӗнӗ Йӗлмел тата Çӗнӗ Чукал. Паяна кунта 1000 ытла çын пурăнать. Нумай пулмасть ял хутлăхӗн пуçлăхӗ улшăннă. Вырăнти администрацие 2019 çулхи январӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа Роберт Дружков ертсе пырать, сентябрьти суйлавсем вăхăтӗнче ăна ку вырăна çирӗплетсе лартнă. Вăл паллаштарчӗ те паянхи лару-тăрупа.
Нумай пулмасть кăна пӗтӗм Раççейӗпех телевидение цифра çине куçарасси пурнăçланчӗ. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗн сăмахӗсемпе, цифра çине куçассипе проблема пулман.
– Унччен те ӗнтӗ нумайăшӗ кабельлӗ ТВпа, «Триколорпа» усă курса тахçанах цифра телевиденине пăхаççӗ. Халь тин куçнисем нумай мар. Проблема пулмарӗ вăл пирӗншӗн, заявлени çыракан та пулмарӗ, – терӗ Роберт Дружков.
Ял хутлăхӗн пуçлăхӗн сăмахӗсемпе, ытти çӗрти пекех кунта та тӗп тӗрев – ял хуçалăх аталанăвӗнче. Икӗ ялта та «Ак Барс Дрожжаное» агрохолдингăн филиалӗсем ӗçлеççӗ. Çӗр ӗçӗ, выльăх-чӗрлӗх ӗрчетесси аталанать. Çавăнта ӗçлеççӗ нумайăшӗ. Харпăр хуçалăхсен шучӗ (ЛПХ) – 539.​ ​
Харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекенсене регистрацилессипе те ял плана тултарса пырать. Пӗчӗк бизнес представителӗсем кунта 19-ăн. Роберт Надирович сăмахӗсемпе,​ пурин ӗçӗ те ял хуçалăхпа çыхăннă темелле. Камăн трактор, теприн ытти транспорт техники пур. Сухалама, мӗн-тӗр турттарса килме кирлӗ-тӗк – вӗсем патне пырать ял çынни.
– Ку çӗнӗлӗх вӗсемшӗн пулăшу ӗнтӗ, хăрамасăр уççăн ӗçлеме пултараççӗ халь. Налогӗ нумай мар, отчет тем тумалла мар. Пенси фондне те хăйсен ирӗкӗ пулсан кăна тӳлесе пыраççӗ, – тет пуçлăх.
Ял хутлăхӗн пурнăçӗпе малалла паллаштарса Роберт Дружков ялта икӗ çын фермер хуçалăхӗсене аталантарма грант илнине пӗлтерчӗ. Çӗнӗ Чукал фермерӗ Данир Дельбичков 1,5 миллион тенкӗ илсе МТЗ-82 трактор туяннă. Ăна ӗлӗк пахча çимӗç хранилищи пулнă объекта арендăна панă. Çӗнӗ фермер унта тырпул упрать. Радик Дружков мини-ферма уçма 400 пин тенкӗ илнӗ. Паяна ӗнесен шутне 7-е çитернӗ. Çулталăк вӗçне 10-а çитересшӗн. Ял хуçалăх ӗçне çамрăксем кӳлӗнни пуринчен ытла хавхалантарать. Ку ялсем малалла та аталанасса шанăç кӳрет.
Шел пулин те, демографи лару-тăрăвӗ питех савăнтармасть. Çулталăкне 6 ача çурални пуçне вилеслӗх ик-виç хут ытларах.
Шкула çӳрекен ачасен шучӗ 100 ытла. Сахал теме çук.
Пуринчен ытла ял хутлăхӗн пуçлăхӗ ял кунне ирттерни пирки савăнса каласа пачӗ. Çӗнӗ Йӗлмелӗнче вăл ял историйӗнче те пӗрремӗш хут иртнӗ. Питравкка туса ирттернӗ ял халăхӗ кăçал.
– Чăвашсем те, тутарсем те хутшăнчӗç унта. Сабантуй пек пулчӗ вăл. Пӗрремӗш хут пулсан та, питӗ лайăх иртсе кайрӗ. Ун пек пуласса шутламан та, – тет Роберт Надирович. – Малашнехи пысăк ӗçсен шутӗнче – граждансен пухăвӗ. Маларах вăл референдум пек иртетчӗ. Мероприятин тӗп тӗллевӗ ӗнтӗ – сулăм укçи пуçтарассипе çыхăннă. Пӗлтӗр халăхран 398 пин тенкӗ пуçтартăмăр, республика тăватă хут ытларах хушса пачӗ. Ку укçа-тенкӗпе çулсене тирпейлерӗмӗр. Ӗлӗкхи пек пылчăк çăрмастпăр халь, – терӗ ял хутлăхӗн пуçлăхӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев