Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

М12 çул çинче интернет çыхăнăвӗ аван пулӗ

М12 автомагистралӗн Тутарстан территорине кӗрекен пайӗ тăршшӗпе 29 антенна-мачта сооруженийӗсене лартма йышăннине пӗлтерет ТР цифра аталанăвӗн министрӗ Айрат Хайруллин хăйӗн телеграм-каналӗнче.

М12 автомагистралӗн Тутарстан территорине кӗрекен пайӗ тăршшӗпе 29 антенна-мачта сооруженийӗсене лартма йышăннине пӗлтерет ТР цифра аталанăвӗн министрӗ Айрат Хайруллин хăйӗн телеграм-каналӗнче. 

«Паян вӗсенчен пӗрне монтаж туса вырнаçтарнă. Çыхăну антенна-мачтин çӳллӗшӗ 48 метр, йывăрăшӗ 10 тонна», — çырнă министр. 

Ку йышши антеннăсене кунне 2-3 штук лартма шутлаççӗ. Кайран çыхăну операторӗсем унта хăйсен оборудованийӗсене вырнаçтарӗç. 

Айрат Хайруллин палăртнă тăрăх, çак установкăсене лартни çывăхри ялсемпе ытти пурăнмалли вырăнсемшӗн те (дача поселокӗсемшӗн, пахча участокӗсемшӗн, кану базисемшӗн) те усăллă пулаççӗ. Антеннăсен ӗçлӗ радиусӗ 15-20 километра сарăлать. 

Апла пулсан М12 çулпа пынă чухне кăна мар ун çывăхӗнче пурăнакан çынсемшӗн те интернет çыхăнăвӗ аван пулӗ. 

Михаил Захаров сăнӳкерчӗкӗ, «Татар-информ».

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: дороги