Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

М12 «Восток» автотрасса уçăлни Раççей çыннисемшӗн Çӗнӗ çул умӗнхи чи пысăк парне

М12 «Восток» чăннипех мăнаçлăх çуратакан проект. Вăл хăватлă артери пулса регионсене, нацисене, культурăсене, çынсене пӗрлештерсе малашлăх аталанăвне пысăк импульс парать. Çӗршыв, регионсен экономикăлла аталанăвӗшӗн те пысăк пӗлтерӗшлӗ вăл.

Ӗнер, декабрӗн 21-мӗшӗнче, Пӗтӗм Раççейшӗн пӗлтерӗшлӗ те пысăк пулăм пулса иртрӗ — М12 «Восток» автотрасса уçăлчӗ. Çӗршыв çăмăл мар лару-тăрура çакăн пек пысăк объекта пурнăçлани, ăна палăртнă вăхăтран самай маларах туса пӗтерни çав тери пысăк çитӗнӳ. 

М12 «Восток» чăннипех мăнаçлăх çуратакан проект. Вăл хăватлă артери пулса регионсене, нацисене, культурăсене, çынсене пӗрлештерсе малашлăх аталанăвне пысăк импульс парать. Çӗршыв, регионсен экономикăлла аталанăвӗшӗн те пысăк пӗлтерӗшлӗ вăл. 

Автотрасса вăрăмăшӗ 810 километр, халӗ Хусантан Мускава 12 сехет вырăнне 6,5 сехетре çитме май пулать. Çапла вăл хуласене çывăхлатрӗ. 
М12 автоçула РФ Президенчӗ Владимир Путин видеоçыхăнупа уçрӗ. «Мускавпа Хусан — çӗршывăн çак чи пысăк ӗç, туризм тата культура центрӗсем хушшинчи пысăк хăвăртлăхлă автострада тăршшӗпех уçăлчӗ. Çак çулпа çӳресси хăвăртланнисӗр пуçне пысăк хăрушсăрлăхпа та тивӗçтерет, меллӗ вăл. Тиев турттарассин объемӗсем те ӳсӗç, паллах. Шалти туризм аталанăвӗшӗн пысăк стимул вăл», — терӗ Владимир Путин çул уçнине халалланă церемонире. 

Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов вара хăй Çырчаллинче туса кăларнă Aurus автомобильпе Хусантан Мускава çити кайса килчӗ, çул çинчи инфраструктурăпа паллашрӗ. Ун пирки вăл Владимир Путина та пӗлтерчӗ. «Кун пек çул халиччен курман, пач урăх шай, урăх ăнлав», — терӗ вăл М12 автоçула хакласа. 

Унпа пӗрле ытти регион ертӳçисем те пурччӗ, çав шутра Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев та. 

Çак кун «Кремльтен Кремле çити» авточупу та иртрӗ. Унта хутшăннисем Мускав Кремлӗнчен ирхине тухса каç тӗлне Хусан Кремлӗ патне çитрӗç. Вӗсене кунта хула халăхӗ кӗтсе илчӗ тата ТР Раисӗ Рустам Минниханов хăй килсе алă тытса саламларӗ.


Чăн-чăн уяв пулчӗ çак историлле пӗлтерӗшлӗ автотрассăна уçни. Ăна халалласа маларах «Казань Экспора» чаплă концерт иртрӗ, каярах автоколонна çитсен Хусан Кремлӗ умӗнче. 

Республика ертӳçи кашни церемонире М12 строительствине хутшăннă çынсем пысăк паттăрлăх кăтартнине палăртрӗ. Ăна тунă çӗре 5 пин çын, 1,4 пин тӗрлӗ техника хутшăннă. «Бик зур рэхмет! Пысăк тав!» — терӗ вăл çак ӗçе хутшăннисене тав туса. 

Палăртса хăварар, çӗнӗ автотрасса Тутарстанăн Кайпăç, Апас, Çӳлту, Пӗтерç районӗсем урлă иртет. Республикăра çул вăрăмăшӗ 142 километрпа танлашать. 

Тӗплӗнрех «Сувар» хаçатăн çитес номерӗнче вуласа пӗлме пулӗ.
Ирина ТРИФОНОВА.
В. Васильев (Татар-информ") тата автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: М12