Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Магнитогорсксене Çырчалли çăлавçисем пулăшаççӗ

Магнитогорскра хăрушă инкек пулнă вырăнта Çырчалли çăлавçисем те ӗçлеççӗ.

Декабрӗн 31-мӗшӗнче Магнитогорскра хăрушă инкек пулнă вырăнта Çырчалли çăлавçисем те ӗçленине пӗлтерет Çырчалли хулин порталӗ. Аса илтеретпӗр, инкек декабрӗн 31-мӗшӗнче ирхине пулнă. Виççӗмӗш хутра газ шартлатнипе подъездри 26 хваттер ишӗлсе аннă. Унта 46 çын пурăннă. Кӳршӗллӗ икӗ подъездран 60 çынна эвакуациленӗ. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, инкекре 16 çын вилни паллă. Ӗнер кăнтăрла çурт ванчăкӗ айӗнчен 11 уйăхри ачана кăларнă. Вăл 35 сехет выртса та сывă юлни тӗлӗнмелле япала. Мӗншӗн тесен çитменнине урамра 30 градус сивӗ. Çăлавçăсем пӗлтернӗ тăрăх, ăшă утиялсем айне пулни ачан пурнăçне сыхласа хăварма пултарнă. Сывлăхӗ хальлӗхе унăн йывăр-ха, Мускаври Рошаль ячӗллӗ больницăра унăн пурнăçӗшӗн çӗршывăн чи лайăх тухтăрӗсем кӗрешеççӗ. (Раççей МЧСӗн Челябинск облаçӗнчи управленийӗн сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия