Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

МАЛАШНЕ КУРЬЕР ТА ЯВАП ТЫТМАСĂР ЮЛМАСТЬ

Маларах анлă сарăлнă, анчах юлашки вăхăтра манăçа тухнă ултав схеми çӗнӗрен вăй илме тытăннă

Телефон, интернет урлă улталаса укçа çаратнă тӗслӗхсене уçса парассипе Тутарстан Атăлçи тăрăхӗнче – пӗрремӗш, Раççейре Мускав хыççăн иккӗмӗш вырăнта. 2017 çултанпа хваттерсене кӗрсе çаратакансем сисӗнмеллех чакнă. ТР ШӖМӗн Уголовнăй шырав уйрăмӗн ертӳçин çумӗ Рамис Газимов «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире пӗлтернӗ тăрăх, чăн малтан çынсем укçана килте мар, банк карттисем çинче упранипе çыхăннă ку. Интернет технологийӗсем аталаннă май, дистанцилле çаратусен шучӗ ӳснӗ. Танлаштарма: кун йышши преступленисем 2017 çулта Раççейӗпе 4000 пулнă-тăк, 2021 çулта – 10 000.

Тутарстана илес пулсан, экономики стабильлӗ аталанакан регион пулнăран шулӗксене илӗртет. Шар куракансем 100 проценчӗпех хамăр республика çыннисем, преступлени тăвакансем ют регионсем е çӗршыв­сем пулни çакна çирӗплетет кăна. Кун йышши преступленисене уçса пама çав тери йывăр. Апла пулин те халăхпа профилактика ӗçӗсене илсе пыни, йӗрке хуралçисене шулӗксене тытма хуть мӗнле региона кайма май пурри (пӗлтӗр 600 хутчен командировка) кун пек преступленисен шутне 2021 çулта чакарнă, 200 çынна тытса чарнă. Кăçал январь – февраль уйăхӗсенче кăна 2102 дистанцилле преступлени тунине шута илнӗ, вӗсенчен 33 процентне уçса панă.

Çăмăл майпа пуяс текенсем хамăр патра та пур иккен. Декабрь уйăхӗн вӗçӗнче Хусанта преступниксен пӗр ушкăнне тытса чарнă. Вӗсем кол-центр йӗркелесех «ӗçе» çӳренӗ. Иртен пуçласа каçчен çынсене телефонпа шăнкăравласа эмелсемпе БАДсемшӗн компенсаци тавăрма сӗннӗ. Чăн та, малтан граждансен кун пек услугăсемшӗн «комисси» тӳлемелле пулнă. Çапла майпа Астраханьти пӗр хӗрарăм пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн тӳлесе вӗсене 10 миллион (!) тенкӗ таранах укçа куçарнă.  

Телефонпа, интернетпа улталамалли схема питех улшăнманнине пӗлтерчӗ Рамис Газимов. Яланхи пекех пӗрремӗш вырăнта банк сотрудникӗсен ятӗнчен шăнкăравсем. Банк картти çинчен шулӗксем укçа хывма хăтланнă, шанчăклă шут çине куçармалла текен ултава, шел те, шанакансем çавах пур. Банк сотрудникӗсем кун пек ыйтупа клиента нихăçан та шăнкăравламаннине, енчен те çавах иккӗленсен тӳрех укçа куçариччен малтан банк карттин тӳнтер енне çырнă «хӗрӳ лини» телефонӗпе çыхăнса уçăмлатмаллине тепӗр хут аса илтерчӗç спикерсем.

Тӳлевсӗр пӗлтерӳсемпе усă куракансемпе интернет-лавккасенче тавар туянакансен те асăрхануллă пулмалла. Шăпах вӗсене тимлӗн сăнаççӗ те шулӗксем. Интернетра пӗлтерӳ парса машинăна сутнă çынна, туянаканăн ятӗнчен шăнкăравланă çын автомобильте кăлтăк тупрăм тесе сăлтавласа компенсаци тӳлеттернӗ тӗслӗхсем те пур. 

Спикерсем пӗлтернӗ тăрăх, маларах анлă сарăлнă, анчах манăçса пыракан тепӗр ултав схеми каллех вăй илме тытăннă. Шулӗксем ват çынсен стационар телефонӗ çине шăнкăравласа çывăх тăванӗсем аварие лекнӗ, ПАИ сотрудникне е шар курнă çынна тӳлемешкӗн самантрах укçа кирлӗ тесе улталанă тӗслӗхсем нумайланнă. Ват çынна шутласа илме памасăр курьер çитиччен телефонпа калаçтараççӗ. Сехри хăпнă карчăк е старик, паллах, ăна-кăна ăнкармасăрах пысăк сумма укçа тыттарса ярать. Кайран тин инкеке лекнӗ тăванне шăнкăравлать. Шулӗксем – лайăх психологсем, çынна ӳкӗте кӗртмелли майсене лайăх пӗлеççӗ. Сассине темӗнле те улăштарма пӗлнӗ шулӗке Самара облаçӗнче тытса чарнă. Нумай пулмасть Анат Кама йӗрке хуралçисем патне 82-ри хӗрарăм пулăшу ыйтса килнӗ. Ăна шăпах çак схемăпа улталанă иккен. Курьера 300 пин тенкӗ тыттарса янă. Юрать-ха, курьер видеосăнав камери çине лекнӗ. 17-ри качча тытса чарса заказчик çине тухнă. Çул çитмен ача пысăк тупăшлă çак ӗçе мессенджерсенчен пӗринче тупнă. Следстви управленийӗн Хусанти уйрăмӗн ертӳçин çумӗ Анна Гурьянова пӗлтернӗ тăрăх, малашне курьер «пӗлмен эп» тенипех яваплăхран хăтăлаймасть. Мӗншӗн тесен кун пек çынсем хăйсем мӗн тунине питӗ лайăх ăнланаççӗ, пӗтӗмӗшле суммăн 10 процентне тӳлеççӗ вӗт вӗсене. Закон тăрăх, малашне курьерсене те преступлени тума хутшăннăшăн уголовнăй явап тыттараççӗ. 

Акă мӗншӗн ытлашши вăй хумасăр пысăк ӗç сӗнсен ăна пурнăçласси пирки пуç йӗри-тавра шутламалла. Тӗнчери лăпкă мар лару-тăрупа усă куракансем те пур. Нумай пулмасть Чистай хулинче икӗ хӗрарăм ват çынсене укçа улшăнать тесе улталанă тӗслӗхсем палăрнă. Спикерсем пурне те тимлӗрех пулма, киле ют çынсене кӗртмелле маррине асăрхаттарчӗç. 

 

Ирина КУЗЬМИНА. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев