Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Малашне суйлавсем пӗтӗмпех цифра çине куçма пултараççӗ

Яланхи пекех «Единая Россия» малта пырать, вӗсемшӗн 72,43 процент сасăланă. КПРФăн – 10,74, ЛДПРăн – 3,79, «Справедливая Россия» партин – 3,96 процент сасă пуçтарăннă.

Паян, сентябрӗн 9-мӗшӗнче «Пирамида» культурăпа кану комплексӗнче вырнаçнă ТР Пӗрлехи информаци центрӗнче Патшалăх Канашӗн депутачӗсен суйлавӗпе пӗтӗмлетӳ пресс-конференцийӗ иртрӗ.

Тутарстан Республикин Тӗп суйлав комиссийӗн (ТСК) председателӗ Мидхат Шагиахметов пӗлтернӗ тăрăх, суйлав лăпкă лару-тăрура иртнӗ. Сăнавçăсен сообществи, политика партийӗсен, депутата суйланакан кандидатсен представителӗсем – пурӗ 28 пин çын сăнанă суйлав йӗркине. Закона пăснине асăрхаман тесе çирӗплетеççӗ.

ТСК председателӗн сăмахӗсемпе, çӗнӗ технологисемпе сервиссем кӗртнипе ку суйлав кампанийӗ çынсенче пысăк интерес çуратнă. Федераллă шайра ӗçленӗ хӗрӳ линипе 1300 ытла çын шăнкăравланă. Ытти регионсенче пурăнакансенчен те ыйтусем килнӗ. Вӗсем пурте Тутарстанра суйлава хутшăнасшăннине пӗлтернӗ.

Ку суйлавра хута кайнă «Мобильлӗ суйлавçă» механизмпа пӗтӗмпе 32 пин ытла çын усă курнă. Мидхат Шагиахметов шучӗпе, малашне ку мелпе ытларах та ытларах усă курма тытăнӗç. Çавăнпа республикăра малашне цифрăллă суйлав участокӗсене уçма пултараççӗ.

Чи интересли, мӗнле кăтартупа вӗçленнӗ-ха суйлавсем?

Тӗрӗссипе, унта тӗлӗнмелли нимӗн те çук. Яланхи пекех «Единая Россия» малта пырать, вӗсемшӗн 72,43 процент сасăланă. КПРФăн – 10,74, ЛДПРăн – 3,79, «Справедливая Россия» партин – 3,96, «Коммунисты России» партин – 3,65, пенсионерсен партийӗн – 2,47, «Партия роста» фракцийӗн – 1,82 процент пуçтарăннă. Республикăра сасăлакансен шучӗ 70,1 процентпа танлашнă.  

ТСК председателӗ ăнлантарнă тăрăх, чылай партишӗн 3 процент пуçтарни те паха. Ку вӗсене ытти суйлавсене хутшăнма алă пустарса çӳрессинчен хăтарать.

Пӗр мандатлă округсене илес пулсан, Прибрежнăй округра «Справедливая Россия», Электротехника округӗнче – «Партия роста», «Менделеевск округӗнче – ЛДПР кандидачӗсем çӗнтернӗ, ытти окугсенче пуринче те «Единая Россия» парти çыннисем.

  • ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсен суйлавӗпе эпир пӗтӗмлетӳсене çывăх вăхăтра тăвăпăр. Çав информацие вырнаçтарăпăр та официаллă массăлла хыпар хатӗрсенче, – терӗ Мидхат Шагиахметов.

  Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 8 сентября выборы