Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мамадышра кучченеç валеçекен сакă лартнă

Тутлă панулмие хуть кам та илме пултарать, тӳлевсӗр.

Мамадыш çынни пахчари ытлашши панулмие вырнаçтармалли питӗ лайăх мел тупние пӗлтерет «Татар-информ» ИА  Мамадыш хаçачӗн хыпарӗ çине таянса.  Кил хуçи хăйӗн çурчӗ умне (Пугачев урамӗ)  «Бесплатно. Берите, кто хотите» тесе çырнă сакă лартнă. Ун çинче вара кашни кун пакета тирпейлӗн кăна тултарнă панулми выртать. Тутлă панулмие хуть кам та илме пултарать иккен, тӳлевсӗр. Турă паракан çимӗçе пахчара çӗрсе вырттариччен çынсене валеçни лайăхрах-çке. Тутлă кучченеç валеçекен сак çинчи çимӗç кил хуçин кăна-ши е ун хыççăн кӳршисем те ытлашши çимӗçе килсе хураççӗ-ши – паллă мар, кун çинчен вырăнти хаçат асăнмасть. (Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» сайтран).


 


 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество