Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Марат АХМЕТОВ: «Шел те, наци шкулĕсен шучĕ чакса пырать»

Октябрӗн 20-мӗшӗнче Патшалăх Канашӗнче иртнӗ ларура Тутарстан Республикинче пурăнакан халăхсемшӗн чи кирлӗ ыйтусенчен пӗрне – тăван чӗлхене упраса хăварассине пăхса тухрӗç.

Октябрӗн 20-мӗшӗнче Патшалăх Канашӗнче иртнӗ ларура Тутарстан Республикинче пурăнакан халăхсемшӗн чи кирлӗ ыйтусенчен пӗрне – тăван чӗлхене упраса хăварассине пăхса тухрӗç. Çак кун ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстан Республикинче пурăнакан халăхсен чӗлхисене упраса хăварассипе тата аталантарассипе комиссин анлă ларăвӗ иртрӗ. Унта билингваллă тата полилингваллă шкулсене кадрсемпе тивӗçтерессине, педагогика енӗпе аслă тата вăтам професси пӗлӗвне илнисене ӗçе вырнаçтарассине тата ытти ыйтусене пăхса тухрӗç. 

Ӗçлӗ лару пуçланиччен парламент центрӗн иккӗмӗш хутӗнче вырнаçнă фойере комисси пурнăçлакан проектсен куравӗпе паллашма май пулчӗ. Вӗсен шутӗнче телекурав проекчӗсем, кӗнеке продукцийӗ, тӗрлӗ хаçат-журналсем, шкулсен вӗрентӳ разработкисем. 

ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстан Республикинче пурăнакан халăхсен чӗлхисене упраса хăварассипе тата аталантарассипе комисси председателӗ Марат Ахметов лару умӗн тутар халăх поэчӗ, Патшалăх Канашӗн депутачӗ Разиль Валеев пурнăçран уйрăлса кайнине пӗлтерни пурне те хурлантарчӗ. 

Каласа хăварас пулать, Разиль Валеев тутар чӗлхи аталанăвӗшӗн питӗ нумай ӗç тунă – творчествăра та, депутат пек ӗçлесе те. Ӗçтешӗсен сăмахӗпе, планра тумалли ӗçсем татах та пулнă... Шел, 76 çулпа пыракан Разиль Валеевăн чӗри ӗмӗрлӗхех тапма чарăннă. Халăх поэтне пӗр минут шăп тăрса асăннă хыççăн лару ӗçӗ пуçланчӗ. 

 

Наци шкулӗсен шучӗ чакса пырать

«Наци культурисемпе йăлисен çулталăкӗнче комисси тăван чӗлхесемпе халăхсен наци культурине упраса хăварассипе тата аталантарассипе питӗ пысăк ӗçсем туса пырать, – терӗ Марат Ахметов ларăва уçса. – Шел пулин те проблемăсем те нумай-ха пирӗн. Тутарсен, чăвашсен, марисен, мордвасен, удмуртсен тата ытти халăхсен ассимиляци юхăмӗ хăвăрт   аталанса пырать. Çакна эпир юлашки çыравран аван куратпăр. Наци шкулӗсен шучӗ чакать, тутар класӗсене çӳрекен ачасем те сахалланса пыраççӗ. Çавăнпа вӗрентӳри проблемăсене пысăк тимлӗх уйăрмалла». 

Çав вăхăтрах Марат Ахметов сăмахӗпе, юлашки çулсенче наци вӗрентӗвӗ çине муниципаллă  тата патшалăх власть органӗсем урăхларах куçпа пăхма тытăнни курăнать. Республика Раисӗн хушăвӗпе билингваллă тата полилингваллă вӗрентӗве пысăкрах тимлӗх уйăрма пуçланă. «Тутарстанри шкул ачисем Пӗтӗм Раççейри тата республика олимпиадисенче пӗрремӗш вырăнсене йышăнни, патшалăх экзаменӗсене пысăк балсемпе пани савăнтарать. Удмурт, чăваш, мари, мордва ачисем хăйсен тăван чӗлхипе патшалăх экзаменне тытни хавхалантарать. Ку вӗсен çемйисенче хăйсен наци тымарне пӗлсе хисепленине, тăван чӗлхепе йăласене юратнине тата шкулта тăван чӗлхене вӗрентесси кирлӗ шайра пулнине пӗлтерет», – терӗ комисси председателӗ. 

 

Ăçта тӗрӗсси?

Паллă ӗнтӗ, паян наци шкулӗсемшӗн чи çивӗч проблема вăл – вӗрентӳ кӗнекисемпе методика пособийӗсем çителӗксӗрри. Чăваш чӗлхи вӗрентекенӗсенчен эпир ăна питӗ лайăх пӗлетпӗр. Чăваш наципе культура автономийӗн ларăвӗсенче те ку ыйтăва ялан çӗклетпӗр. Кӗнекесем пирки Вӗрентӳпе наука министерстви патне те ыйтупа пӗрре мар тухнă. Ильсур Хадиуллинпа хăйӗнпе тӗл пулсан та ку ыйтăва çӗкленӗ. Комисси председателӗпе Марат Ахметовпа та калаçнă. Вăл пулăшма шантарчӗ. Хавхаланса кайса чăваш чӗлхи вӗрентекенӗсем кашни районтан кирлӗ кӗнекесен списокне ярса пачӗç. Вӗсене Марат Ахметов патне йăлтах çитернӗ. 

Шел те, Чăваш Республикинчи Вӗрентӳ министерстви шкулсене кирлӗ мӗнпур учебникпа пособисене федераллă перечене кӗртмен. Нумай пулмасть ТР Вӗрентӳпе наука министерстви ирттернӗ тăван чӗлхесен вӗрентекенӗсен семинар-канашлăвне Шупашкартан та килнӗччӗ. Вӗсен сăмахӗпе, федераллă переченьре кирлӗ пособисем пур, кӗртнӗ. «Пуррипе усă кура пӗлмеççӗ, çуккишӗн йӗреççӗ, – терӗ ун чух ЧР Вӗрентӳпе çамрăксен политикин министерствин Вӗрентӳ институчӗн чăваш чӗлхипе литература кафедрин заведующийӗ, доцент Анна Егорова. – Кӗнекесем пур, илсе кăна памаççӗ сире». 

Çак лару-тăру чăлханса кайнă çăм çыххине аса илтерет. Ăçта пуçӗ, ăçта вӗçӗ – паллă мар. 

 

Чăваш шкулӗсене 5000 кӗнеке!

Марат Ахметов та ку ыйтуран пăрăнса иртмерӗ. «Тăван чӗлхене юратма ачаран вӗрентмелле. Ун валли шкулсенче кӗнекесем çителӗклӗ пулмалла. Анчах хăш-пӗр регионсенче çулталăк тăршшӗпе те наци чӗлхипе пӗр кӗнеке, пособи пичетленсе тухмасть. Çавăнпа илсе параймастпăр та, – терӗ ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ. – Ку енӗпе ӗç пырать. Вăл çăмăллисенчен мар. Октябрь уйăхӗн вӗçне шкулсене 1 – 9-мӗш классем валли чăваш чӗлхипе учебниксем тата илемлӗ литература – 5000, удмуртсем валли – 1400, мордва валли 100 экземпляр çитмелле. Хатӗр кӗнекесем илме май пулнă-тăк самай çăмăлрах пулӗччӗ, анчах çулталăкне те пӗр кӗнеке те тухмасан мӗнле татса парăпăр ку ыйтăва?» – терӗ Марат Готович.

 

Малашне тăван чӗлхене кам вӗрентӗ?

ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин тата ХФУн Филологипе халăхсен хушшинчи коммуникацисен институчӗн директорӗ Радиф Замалетдинов билингваллă тата полилингваллă пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисенчи кадрсен тивӗçтерӗвӗн лару-тăрăвӗпе педагог пӗлӗвӗ илнӗ специалистсене ӗçе вырнаçтарасси республикăра мӗнлерех пурнăçланса пыни çинчен каласа пачӗç.

 

Хальхи вăхăтра Тутарстанра 77 пин ытла педагог ӗçлет. Çав шутран 3,3 пинӗ – тăван чӗлхе вӗрентекенӗсем. Тăван чӗлхепе ытти предметсене те  пӗлӳ панине шута илсен вӗсем 14 пин. Республикăри аслă шкулсенчен çулсерен 5 пин педагог вӗренсе тухать. Унсăр пуçне педагогика колледжӗсем пине яхăн вӗрентекен хатӗрлесе кăлараççӗ. «Мобильный учитель», «Земский учитель» программăсем те республикăра лайăх  шайра пурнăçланса пыраççӗ. 221 шкулта педагогика профилӗллӗ 320 класс ӗçлет. Унта пурӗ 6,5 пин ача вӗренет. Хусанти федераллă университетра педагогика енӗпе 747 студент пӗлӳ илет. Анчах пурте шкула кайӗç-ши вӗренсе тухсан? Статистика тăрăх, педагог специальноçне илнисенчен 40 проценчӗ кăна шкула ӗçлеме вырнаçать, анчах çулталăкран вӗсенчен 10–15 проценчӗ кăна шкулта юлать. Вăт çапларах хурлăхлă статистика. Чăваш чӗлхипе вӗрентекенсем паян шутлă. Вӗсем пенсие кайсан чăваш чӗлхине вӗрентесси питӗ те шухăшлаттарать. 

ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстан Республикинче пурăнакан халăхсен чӗлхисене упраса хăварассипе тата аталантарассипе комиссин анлă ларăвӗнче вӗрентекенсене те сăмах пачӗç. Чăваш вӗрентекенӗсенчен Çӗпрел районӗнчи Чăваш Паснапуçӗнчи пуçламăш шкул – ача сачӗ директорӗ Галина Кудряшова сăмах илчӗ. Вăл докладӗнче хăйсен кулленхи ӗç опычӗпе паллаштарчӗ. Чăваш чӗлхине вӗрентессипе мӗнле проектсем пурнăçланине каласа пачӗ. 

Мероприяти яланхи пек ӗçре палăрнисене комиссин Тав хучӗсемпе чысланипе вӗçленчӗ. 

Ирина ТРИФОНОВА. 

Сăнӳкерчӗк gossov.tatarstan.ru сайтран.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Родной язык