Мари Элри Шоруньжара чӑваш ансамблӗсем
Ҫак уявра ют ҫӗршыв турисчӗсем нумай пулни тӗлӗнтерчӗ.
Тутарстанпа чикӗллӗ вырнаҫнӑ ҫармӑс ялӗ, Мари Элри Морки районне кӗрекен Шоруньжа финпа угор тӗнчин культура шӗкӗр хули пулса тӑчӗ. Кашни ҫул финпа угор халӑхӗсем культурӑн тӗп вырӑнне палӑртаҫҫӗ. Шоруньжа ӑна тивӗҫлӗ пулнинчен иккӗленмелли ҫук, мӗншӗн тесен кунта мари этнокультура комплексӗ нумай ҫул ӗҫлет, мари халӑх культурине аталантаракан центр пур.
Ҫак ҫармӑс ялӗ Эстонири Обиницара иртнӗ финпа угор ялӗсен II форумӗнче иртнӗ халӑхсем хушшинчи конкурсра ҫӗнтерсе тивӗҫнӗ вӑл ята.
Финпа угорсен фестивальне 30 ытла коллектив хутшӑннӑ, ҫав шутра Чӑваш Республикинчен те икӗ ушкӑн. Шупашкарти "Уяв" тата Патӑрьел районӗнчи "Пашьел".
Фольклор ушкӑнӗсем туй йӑлисене кӑтартассинче ӑмӑртрӗҫ. Ял ҫӗнӗрен чӗрӗлнӗ пекех, пур ҫӗре те вӗр-ҫӗнӗ асфальт.
Ҫак уявра ют ҫӗршыв турисчӗсем нумай пулни тӗлӗнтерчӗ. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Сергей Казанков та пурччӗ фестиваль хӑнисен хушшинче.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев