МАРИНАДЛАНĂ ХĂЯР – ВИНОГРАД ÇУЛÇИПЕ
Вак хăяр, виноград çулçи, 9 процентлă уксус; рассол валли 1 л шыв пуçне 2-2,5 кашăк тăвар кирлӗ.
Вак хăярсене тата виноград çулçине лайăх çумалла. Кашни хăяра виноград çулçипе чӗркемелле те стерилизациленӗ банкăсене тултармалла. Тин вӗренӗ рассол ярса 5 минут лартмалла. Унтан рассола кастрюле ярса илсе тепӗр хут вӗретмелле, каллех хăярлă банкăсене ямалла. Ку процедурăна пурӗ 3 хутчен тумалла. Виççӗмӗш хутӗнче банкăсене 1-ер кашăк уксус хушмалла, унтан металл хупкăçпа хупламалла та пуçхӗрлӗ çавăрса лартмалла, хулăн япалапа витсе сивӗниччен тытмалла. Кайран сулхăн çӗрте упрамалла.
ТĂВАРЛАНĂ ХĂЯР – ХӖРЛӖ ХУРЛĂХАНПА
1 литрлă банка тӗпне хӗрен, хурлăхан çулçисем, эстрагон хумалла, унтан хушшисене хӗрлӗ хурлăхан сапакӗсене хурса хăяр тултармалла. Çиелтен вӗри заливка ямалла та банкăна шыва лартса 10 минут стерилизацилемелле. Металл хупкăçпа хупламалла. Сивӗнсен сулхăн çӗрте упрамалла.
Хăяр, хӗрлӗ хурлăхан, хӗрен, хурлăхан çулçисем, эстрагон; заливка валли 1 л шыв пуçне 50-60 г тăвар кирлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев