Сувар

МАРКА ÇИНЧЕ – ЧĂВАШ ЕН КАЧЧИ

Раççей Федерацийӗн Геройӗ ятне тивӗçнӗ Олег Долгов 19 çулта кăна пулнă-ха...

Раççей Почти «Раççей Федерацийӗн Геройӗсем» ярăмри черетлӗ марка кăларнине, хальхинче ăна Чăваш Ен каччине Олег Долгова халалланине хыпарлать чăваш халăх сайчӗ forum.na-svyazi.ru сайтăн хыпарӗ çине таянса.

40х30 миллиметр пысăкăш марка çине Олег Долговăн портретне тата «Ылтăн Çăлтăр» медале сăнланă. 27 тенкӗ номиналлă маркăн пӗтӗмӗшле тиражӗ – 115 пин экземпляр.

Раççей Федерацийӗн Геройӗ ятне тивӗçнӗ çак каччă 1976 çулхи августăн 21-мӗшӗнче Шăмăршă районӗнчи Шамкай ялӗнче çуралнă, каярах çемйи Самар облаçӗнчи Луначарский поселокне куçса кайнă.

Олег Долгов «Русь» спецназ отрядне суйласа илнинчен тӗлӗнмелли çук. Çара кайичченех дзюдопа тӗрлӗ шайри ăмăртусенче палăрнăскер, салтакран таврăнсан та шăпине çар пурнăçӗпе çыхăнтарма шутланă. Шел те, ӗмӗрӗ çеç вăрăм пулман. 1996 çулхи январь уйăхӗнче Салман Радуевăн отрячӗ Дагестанри Первоймайски ялӗнче заложника илнӗ çынсене хăтарма штурм ушкăнӗнче хутшăннă вăл. Хӗç-пăшаллă тытăçу вăхăтӗнче хăй кăна боевиксен пӗр позицине граната пăрахса сирпӗтнӗ, темиçе заложника хăтарма пултарнă. Каярах патронсăр юлнă тепӗр штурм ушкăнне пулăшма хушу килсен, юлташӗпе пӗрле, иккӗшӗ те аманнă пулсан та, патрон ешӗкне леçме кайнă. Юлташне суранӗсене çыхма май парас тесе йышăннă хăрушсăртарах вырăнне панă. Хăйне вара, йӗри таврана пăхма кăшт çӗкленнӗскере, боевиксем вилмеллех амантнă. Олег Долгова ун чух пурӗ те 19 çул кăна пулнă-ха. Ăна Самар облаçӗнчи Луначарский поселокӗнче пытарнă.

РФ Президенчӗн 1996 çулхи июлӗн 8-мӗшӗнче «Çурçӗр Кавказ çар регионӗнче хӗç-пăшаллă ушкăна тӗп тума паттăрлăх кăтартнăшăн Олег Долгова Раççей Геройӗн ятне панă. ( Почта России сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: