Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Машина кӑна мар

Адель çамрăк-ха, 22-ре кăна. Оборона министерствипе 18-та чух контракт çырнăскер, 2022 çулхине çулла ятарлă çар операцине хутшăннă. Хăюллăскер, 20 çултах командир пулма тивӗçнӗ.

Пӗрремӗш хут амансан нимпе те госпитале кайма килӗшмен. Сурана çыхнă та подразделение штурма илсе кайнă. Шел, кунта пилӗкрен тата уринчен хытă аманнă. Адель халӗ утаймасть, апла пулин те чун-хавалӗпе вăйлă вăл. Мероприятире те акă йăл кулă пичӗ çинчен каймарӗ, шӳтлеме пăхрӗ.

Тӗрӗссипе, çамрăк çыншăн ку автомобиль транспорт кăна мар вӗт, чылай пӗлтерӗшлӗрех. 

– Адель пирӗн хăйне евӗрлӗ ветеран. Çамрăккине пăхмасăр çав тери вăйлă, тӗллевлӗ каччă. Паллашнă кунранах фондăн команди унпа юнашар пулса çак çăмăл мар çула иртмешкӗн пулăшма тăрăшрӗ. Паян ак вăл хăйӗн пӗрремӗш автомобилӗ патне çитрӗ, – терӗ ăшшăн Гузель Удачина автомобиль уççине ветерана тыттарнă май. 

Фонд уйрăмӗн ертӳçин сăмахӗсемпе, йывăр амансан та тулли пурнăçпа пурăнма ăнтăлакан ветерансене паракан пирвайхи автомобиль ку, апла-тăк, юлашки мар. ТР Министрсен Кабинечӗн çар ветеранӗсен ыйтăвӗсемпе ӗçлекен координаци канашӗнчен тепӗр виçӗ ветерана автошкулта вӗренме сертификат пачӗç. Экзамена ăнăçлă тытсанах вӗсене те алă вӗççӗн çӳретмелли автомобиль парас ыйтăва татса парӗç.

 Адель Уркунбаев пирки калас-тăк, вӗренӗве вăл ăнăçлах иртнӗ, инструкторпа çӳресе хăнăху илнӗскер, вӗр-çӗнӗ машинине ларса пӗрре çаврăнса та килчӗ: «Лайăх машина, хăвăрт çӳрет, итлет, меллӗ. Çиччас ярăнатпăр та тата лайăхрах пулать», – йăл кулчӗ вăл машинăна тӗрӗслесе пăхнă хыççăн. Хăй каланă тăрăх, кулленхи медицина реабилитацине çӳреме кирлӗ вăл ăна. Хăйне çакăн пек парне тунăшăн фонда, уйрăмах хăйӗн наставникне тата машинăпа çӳреме хăнăхтарнă инструктора тав турӗ.

Вӗр-çӗнӗ «Грантăпа» пӗрле ăна çӗнӗ номер те пачӗç. Лайăш район (Адель çак район каччи) представителӗ инструментсен пуххине парнеленӗ май  номере машина çине пăрсах хучӗ. 

Йывăр аманса урисене çухатнă, коляскăсăр çӳреймен ветерансемшӗн ку автомобиль сывлăш пекех кирлине курах ӗнтӗ «Защитники Отечества» фондăн пуçарăвне РФ Президенчӗ В.Путин тӗрев панă, РФ Патшалăх Канашӗ федераллă закона васкаса тӳрлетӳсем кӗртнӗ. Ун тăрăх, халӗ фонд çак категорири СВО ветеранӗсене машинăпа тивӗçтерӗ.

 

Ирина НИКОЛАЕВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Герои СВО