Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Маскăсăррисене тӳлеттереççӗ!

Йӗрке хуралçисем пӗр сехетре виçӗ протокол çырнă, тепӗр 6-шне асăрхаттарнă

Коронавирус чирӗ каллех сарăлас хăрушлăх ысăккипе респуликăра каллех профилактика мерисене пăхăнма хистеççӗ. Вӗсенчен пӗри – халăх йышлăн пухăнакан вырăнсенче маска тăхăнасси. Хусанта обществăлла транспортра маска тăхăнмасăр çӳренӗшӗн пӗр пинрен пуçласа 30 пин тенкӗ таранах тӳлеттерме пултараççӗ. Йӗрке хуралçисем ӗнер тӗрӗслевпе автобуса кӗнӗ те маскăсăр пыракан хӗр енӗпе протокол çырнă. Хӗр çирӗплетнӗ тăрăх, маскăна вăл больницăра манса хăварнă иккен. Шел те, пандеми вăхăтӗнче тӳрре тухмалли сăлтав мар ку. Профилактика мерине пăхăнмасан тӳлемех тивет. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество