Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Май пур-тăк, автобуса ан лар!

Çитес эрнере Тутарстанра Covid-19 çыхăннă ыйтусем енӗпе «хӗрӳ лини» ӗçлеме пуçлать.

Раççейре COVID-19 паян  тата 24 581 çын чирлени палăрнă. Тутарстанра та тепӗр 69 çынра тупнă ăна. Лару-тăру пирӗн республикăра та çивӗч, анчах стабильлӗ пулнине палăртнă ТР Президенчӗ Р. Минниханов Правительство Çуртӗнче иртнӗ ларура. Больницăсем тулли хăватпа ӗçлесен те, чирлисем валли вырăнсен шучӗ, поликлиникăсен ӗçӗ, кислородпа, эмелсемпе çыхăннă ыйтусем тимлӗхре. Хальхи вăхăтра чирлисен шучӗ республикăра вăтамран 0,7 процент ӳсет. Йӗрке хуралçисен, Роспотребнадзор ӗçченӗсемпе волонтерсен тӳпи пандеми вăхăтӗнче пысăккине палăртнă Рустам Минниханов. Covid-19 çыхăннă ыйтусем енӗпе халăх валли Цифра аталанăвӗн министерствине «хӗрӳ лини» йӗркелеме хушнă вăл. Тӗрӗссипе, ку ыйту татăлнă та темелле, «хӗрӳ лини» тепӗр эрнерен ӗçлеме пуçламалла. Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн ертӳçин çумӗ Любовь Авдонина вара тутарстансене тепӗр сӗнӳ панă: май пур-тăк, çынсен обществăлла транспорта сахалрах лармалла, харпăр транспорт пуррисен хăйсен машинисемпе çӳреме тăрăшмалла. (Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев