Сувар

Май уйăхӗ иртмест-ха

ТР Гидрометцентрӗ май уйăхӗн 16-мӗшӗнчен сывлăш температури чакма тытăнасса шантарать.

Тутарстанра тăракан 30 градуслă шăрăх çанталăка пула хальхи вăхăтра июль уйăхӗ çитнӗнех туйăнать. Паллах, ку савăнтарнинчен ытла сисчӗвлентерет, уйрăмах çӗр ӗçченне, 1921 çулта та пирӗн тăрăхра çакăн пек çанталăк тăнине, каярах выçлăх пуçланнине калаççӗ. Телее, ТР Гидрометцентрӗ май уйăхӗн 16-мӗшӗнчен сывлăш температури чакма тытăнасса шантарать. Кӗçнерникун кăнтăрла +21, эрнекун +18, шăматкун +16, вырсарникун +14 градуса анать. Ку вăл сивӗтет тени мар, климат нормине таврăнни, теççӗ синоптиксем. Ку вăхăтра Хусанта сывлăш температури вăтамран +13 градус пулмалла. Кунсăр пуçне çумăр çăвасса та шантараççӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

 

Теги: Погода
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: